Çутă çул
+24 °С
Дождь
СПОРТ
7 Апреля 2025, 07:49

Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕ

Ӑмӑртӑва 20 ҫын хутшӑннă.

Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕПишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕ
Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕ


Апрелӗн 4-мӗшӗнче Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче муниципалитетри районти вӗренӳ организацийӗсен хушшинче хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕ, ăна Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине тата Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшмалли ҫулталăка халалланӑ. Ӑмӑртӑва 20 ҫын хутшӑннă. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулпа Анна Холмова (3а), Степан Данилов (4а), Матвей Никитин (4а), Андрей Холмов (6б), Аделина Шарипова (8а) паллаштарнӑ.
Вӑййа швейцари системипе пилӗк тур вылянӑ. Ачасем тивӗҫлипе вылянă, çине тăнипе чӑтӑмлӑх кӑтартнă.
Пĕтĕмлетÿсем ҫавнашкал:
Аделина Шарипова 1-мĕш вырӑн, Анна Холмова 2-мĕш вырӑн илнĕ.
Вĕсене саламлатпӑр тата малашнехи ҫитӗнӳсем сунатпӑр!
#Бижбуляк2школа
#нацпроектыБашкортостана
#ТочкаРостаРБ

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2

 

 

Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕ
Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕ
Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕ
Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕ
Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас