+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Майӑн 2-мӗшӗнче Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулĕнче арҫын командисем хушшинчи мини-футболпа уҫӑ ӑмӑртусем иртнĕ. Турнира тăватă команда хутшӑннӑ: "Союз" (Пелепей хули), "Десна" (Пелепей хули), "Портовый город" тата "Антер" (Пишпÿлек). Вӑйӑсем ҫаврăм системипе иртнĕ. Турнир пӗтӗмлетӗвӗпе "Портовый город" виҫҫӗмӗш вырӑн илнĕ, иккӗмӗшӗ - "Союз", ҫӗнтерӳҫӗ "Десна" команди пулса тӑнă. Ҫӗнтерӳҫӗпе призерсем кубок, медальсемпе грамотӑсем илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups