Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
СПОРТ
5 Майӑн 2025, 05:43

Пишпÿлекре сӗтелçи теннисĕпе уҫӑ турнир иртнĕ

Майӑн 3-мӗшӗнче Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулĕнче сӗтелçи теннисĕпе уҫӑ турнир иртнĕ.

Пишпÿлекре сӗтелçи теннисĕпе уҫӑ турнир иртнĕПишпÿлекре сӗтелçи теннисĕпе уҫӑ турнир иртнĕ
Пишпÿлекре сӗтелçи теннисĕпе уҫӑ турнир иртнĕ

Майӑн 3-мӗшӗнче Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулĕнче сӗтелçи теннисĕпе уҫӑ турнир иртнĕ. Турнирта Пелепей, Туймазă, Октябрьски, Уфа хулисенчен, Ермекей районӗпе Оренбург облаҫӗнчи Пономаревка районӗнчи 40 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Район администраци пуҫлӑхӗн заместителӗ Алексей Данилов, Пишпÿлек районӗнчи Раççей МВД начальникӗ Азат Хазиев хутшӑнакансене саламлӑ сӑмах тухса каланă. Раиль Рустамович Едиханов ӑмӑртӑва хутшӑнакансене лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа тултарма юрă юрланă тата саксофонпа вылянă. Турнир пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 16 ҫула ҫитичченхи ачасем хушшинче Динар Хазиев ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ, 50 ҫула çитичченхи арҫынсем хушшинче Алексей Шелепов, 50 ҫулран аслӑраххисем хушшинче Эдуард Шадрин, хӗрарӑмсем хушшинче Гузель Татлыбаева çĕнтернĕ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем пурте район администрацийӗнчен грамотӑсемпе медальсем тата турнир спонсорӗсенчен укҫа-тенкӗ премийӗсем илнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

Пишпÿлекре сӗтелçи теннисĕпе уҫӑ турнир иртнĕ
Пишпÿлекре сӗтелçи теннисĕпе уҫӑ турнир иртнĕ
Пишпÿлекре сӗтелçи теннисĕпе уҫӑ турнир иртнĕ
Пишпÿлекре сӗтелçи теннисĕпе уҫӑ турнир иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас