Ку пӗтӗм тӗнчери кăтартусем хушшинче питӗ пысӑк кӑтарту. Паллах, вӗсен ҫитӗнӗвӗсем нумай чухне ҫине тӑрса тренировкӑсем тунипе тата Рамазан Иликеев тренер питӗ лайӑх ӗҫленипе пулнӑ.
Майăн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен Самара хулинче, «Энергия» стадионра «BOMBBAR — КУБОК ГОРОДОВ-2025» мини-футбол енӗпе Тӗнчери ачасемпе ҫамрӑксен хушшинче пысӑк турнир иртнӗ. Турнир организаторĕсем пилӗк ҫул ытла ĕнтӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Интер» футбол академийӗ тата ача-пӑчапа ҫамрӑксен футбол союзӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ӑмӑртусен ҫӳллӗ шайне тата унта хутшӑнакансемпе вӗсен болельщикĕсене хӑтлӑ условисемпе тивӗҫтерес тесе организаторсем питӗ пысӑк ӗҫ тунӑ.
Турнирта Раҫҫейпе Казахстанри 11 регионтан 100 ытла команда хутшӑннӑ, ку вара 3000 яхӑн хутшăнакан. Турнир ҫамрӑк спортсменсемшӗн, вӗсен тренерӗсемпе болельщикĕсемшĕн чӑн-чӑн уяв пулса тӑнă. Кашни матч ҫутӑ эмоцисемпе тулнӑ, ҫамрӑк спортсменсем футбол ани çинче хӑйсен чи лайӑх пахалӑхӗсене кӑтартнӑ.
Пишпÿлек районӗнчи ачасем «Атлантис-Юг» пӗрлешӳллӗ командӑн составӗнче турнира хутшӑннă, кисрентерекен вӑйӑ кӑтартнă. Турнирӑн малтанхи кунӗнче ҫамрӑк футболистсем виҫӗ команда выляса çĕнтернĕ те Ылтӑн Лигӑн финалне тухнă. Турнир финалӗнче, «Академи-Интер» командӑпа кӗрешнӗ чухне, ӑсталӑхпа характерне кӑтартса, вӗсем 5:4 шутпа ҫӗнтернӗ. Тольятти командипе хӗрӳллӗ вӑйӑра, вӗсене вырӑн парса, Ылтӑн Лигӑра тивӗҫлӗ иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ку пӗтӗм тӗнчери кăтартусем хушшинче питӗ пысӑк кӑтарту. Паллах, вӗсен ҫитӗнӗвӗсем нумай чухне ҫине тӑрса тренировкӑсем тунипе тата Рамазан Иликеев тренер питӗ лайӑх ӗҫленипе пулса тӑнӑ.
«BOMBBAR — КУБОК ГОРОДОВ-2025» мини-футбол енӗпе Пӗтӗм тӗнчери ачасемпе ҫамрӑксен турнирӗ пирӗн ачасемшӗн паллӑ пулӑм пулса тӑнă. «Атлантис-Юг» командӑн ҫитӗнӗвӗ ытти ҫамрӑк спортсменсене спортри ҫӗнӗ тӑрӑсем патне ӑнтӑлма хавхалантартӑр. Эпир ҫитес турнирсемпе ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем пуласса чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр!
Сӑнӳкерчӗксем: Айгуль Гареева.