Çутă çул
-28 °С
Юр
Пур хыпар та
СПОРТ
4 Июнӗн , 11:29

Акатуй-2025 спорт вӑййисем

Акатуй-2025.

Акатуй-2025 спорт вӑййисем
Акатуй-2025 спорт вӑййисем

Илемлӗ ҫанталӑк тата ӑмӑртӑва массӑллӑ хутшӑнни районти Акатуя ҫутӑ кулӑпа, ҫӗнтерӳҫӗсене алӑ ҫупнипе уйрӑмах илӗртнӗ.

Вертикаллӗ шалча хӑй ҫӳллӗшӗпе пӗр вӑхӑтрах илӗртет те хӑратать те. Ку хутӗнче 20 ҫекунд хушшинче ун ҫине Кунаккăл ялӗнчи Загир Шаймарданов пуринчен те хӑвӑртрах хӑпарса кайнă. Тайлӑк шалча ҫинче Риф Хакимов (Пишпÿлек ялĕ) пуринчен те хӑвӑртрах чупса иртнӗ.

Ку хутӗнче курэш кӗрешӗвӗ иртекен борецсен кавирӗ патӗнче куракансемпе хутшӑнакансем ҫителӗклех пулнӑ. Ачасен хушшинче (30 килограмм таран) ҫамрӑк паттӑр Аскар Ахметов (Пишпÿлек ялĕ) çĕнтернĕ, 50 килограмма таран виçе категорийӗнче — Максим Егоров (Йăлпăлак ялĕ), 50 килограммран ытла Алмаз Сальманов (Кăркан ялĕ) ҫӗнтернӗ. Арҫынсен 75 килограмм таран виçе категорийӗнче Савелий Егоров (Йăлпăлак ялĕ), 75 килограммран ытлара Николай Степанов (Пăслăк ялĕ) ҫӗнтернӗ.

Гиря çĕклесси енӗпе вӑйлӑ ҫынсен (12 килограмм) ачасем хушшинче Пишпÿлекри Алмаз Кириллов пурне те ҫӗнтернӗ, арҫынсен пуринчен вӑйлӑрах спорт мастерӗ Тимур Костарев пулса тӑнӑ.

Армспортра хӗрачасен хушшинче Ксения Радионована, арҫын ачасен-Руслан Николаева пӗр тан пулакан пулман. Аслисен хушшинче ҫак спорт тӗсӗпе пӗрремӗш вырӑнсене Розалия Нигметзянова (Йăлпăлактамак ялĕ) тата Евгений Денисов (Пелепей хули) ҫĕнсе илнĕ.

Волейболта виҫӗ хӗрарӑм тата пилӗк арҫын командисен тытӑҫӑвӗсем хӗрӳллӗн те эмоциллӗ иртнĕ. Кунта Раевка поселокӗнчи ҫӳллӗ те илемлӗ хӗрсем ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнă, арҫынсен командисем хушшинче паллах, Пишпÿлек волейбол команди çĕнтернĕ.

Владимир Смолов.

 

Акатуй-2025 спорт вӑййисем
Акатуй-2025 спорт вӑййисем
Акатуй-2025 спорт вӑййисем
Акатуй-2025 спорт вӑййисем
Автор: Марина Иванова
Читайте нас