Çутă çул
+28 °С
Облачно
СПОРТ
9 Июня 2025, 07:13

Çирĕклĕ клубӗнче спорт программи иртнӗ

Çирĕклĕ клубӗнче «Пурте футбола» спорт программи иртнӗ.

Çирĕклĕ клубӗнче спорт программи иртнӗÇирĕклĕ клубӗнче спорт программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче спорт программи иртнӗ

Çирĕклĕ клубӗнче «Пурте футбола» спорт программи иртнӗ.

Мероприяти пуҫланас умӗн ачасем Раҫҫей гимнне итленĕ, командӑсене пайланнă та разминка тунă. Ҫавӑн пекех футболла вылямалли тӗп терминсемпе вӑйӑ правилисене аса илнĕ.

Ачасем хӑвӑртлӑхпа, ҫаврӑнӑҫулӑхпа тата мечӗке хапхана ҫапса кĕртме пӗлнипе ӑмӑртнă.

Футбол ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ май, ачасем хастарлӑхпа лайӑх кӑмӑл-туйӑмсемпе авӑрланнă, ҫавӑн пекех хӑйсене спорт ҫемьин пысӑк пайӗ пек туйма пултарнă.

Спортпа физкультура ҫитӗнекен ӑрӑвӑн социализаци тата сывӑ пурнăç йӑлисене ӑнӑҫлӑ йӗркелессинче пӗлтерӗшлӗ шутланаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ку енӗпе уйрӑмах тимлӗх уйӑрмалла.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club135580128

 

Çирĕклĕ клубӗнче спорт программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче спорт программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче спорт программи иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас