Сывлӑх - ҫут ҫанталӑкӑн хаксӑр парни, ҫын пурнӑҫӗн чи пысӑк хаклӑхӗ, вӑл хӑйне упрама ыйтать. Мӗн пӗчӗкренех хӑвӑн сывлӑхушӑн тӑрӑшма, ӑна упрама вӗренмелле.
Кистенлӗри Культура ҫурчӗн «Спортпа туслӑ эпир» спортпа вӑйӑ программи разминкăран пуҫланнă. Спорт уявӗн тӗп пайӗнче - эстафетӑсенче командӑсене чупса, сиксе вылямалли конкурссем, мечӗксемпе, кегльсемпе тата кӑшӑлсемпе эстафетӑсем сӗннӗ, унта вӗсем хӑйсен спортри, ӑс-тӑнри пултарулӑхӗпе пĕлĕвне кӑтартма пултарнӑ. Спорт вӑййисене хутшӑнса ачасем хӑйсене чӑн-чӑн коллектив пекех туйнă.
Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасене кашни ҫын хӑй сывлӑхне тӑваканӗ пулнине, ҫавӑнпа та мӗн пӗчӗкрен физкультурӑпа аппаланни, пиҫӗхсе харпӑр хӑй гигиени правилисене пӑхӑнни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине каласа панă.
Мероприяти сывлӑхпа спорт пирки тупмалли юмахсен тупсӑмӗсемпе вӗҫленнӗ.
Ачасем хастарлӑхпа вӑй-хал тата, паллах, усӑллӑ информаци нумай илнĕ.
«Эпӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйлатӑп» тематика сехечӗн тӗллевӗ:
- сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑласси;
- сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалли, сиенлӗ йӑласемпе хӑнăхусене пӗлсе пӑрахмалли мотиваци йӗркелесси;
- ачасен сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен калакан пӗлӗвне системӑласа пӗтӗмлетесси;
- хастар пурнӑҫ позицине йӗркелесси.
Туслӑ лару-тӑрура ачасем ертсе пыраканпа пӗрле сывӑ пурнӑҫ йӗрки мӗн вăл текен ыйту хуравне шыранӑ. Сӑмах вӑййисем, ыйту-хурав саманчӗсем витӗр тухнă. Унта хутшӑнакансемшӗн мероприяти ахаль иртмен. Ачасенчен кашниех хӑйшӗн нумай япалана ӑнланнă, программа вӗҫӗнче пурте пӗр харӑс: «Эпир сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн!» тесе каланă.
#Кистенли_Богдановский_СДК
#Детский_досуг_детей
#Здоровый_образ_жизни
#Десятилетие_детства
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.