

Кистенлӗпуç клубӗнче «Спорт тата эпӗ» спорт программине хутшӑнакансем чупассипе, сикессипе, мечӗклӗ, кегльлӗ тата кӑшӑллӑ эстафетӑсемпе кӑсӑклӑ конкурссем иртнĕ, унта хӑйсен спортри, ӑс-тӑнри пултарулӑхӗпе талантне кӑтартма пултарнă. Ӑмӑрту, сывлӑх тата ҫамрӑклӑх спорт уявӗ пулса тӑнă. Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасене кашни ҫын хӑй сывлӑхне тӑваканӗ пулнине, ҫавӑнпа та мӗн пӗчӗкрен физкультурӑпа аппаланни, пиҫӗхсе харпӑр хӑй гигиени правилисене пӑхӑнни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине каласа панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗпуç клубӗн социаллă сетьри страницинчен.