

Сентябрĕн 5-мӗшӗнче Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулĕнче шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсем хушшинче волейболпа зона ӑмӑртăвĕ иртнӗ.
Командӑсене полицин хальхи сотрудникӗсенчен тата шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсенчен йӗркеленӗ. Пирӗн команда Раҫҫей МВД Пишпÿлек районӗнчи пайӗн икӗ ветеранне, отставкӑри милици майорӗ И.М. Ситдиковпа тата отставкӑри полици подполковникне Ю.В. Петрова кӗртнӗ пӗр шухӑшлӑ коллектив пулнӑ. Пирӗн волейболистсен ӑсталӑхӗпе опытне пула команда ӑмӑртусенче шанчӑклӑ вылянă.
Хӗрӳ матчсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе Раҫҫей МВД Пишпÿлек районӗнчи пайӗн команди ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнă, тивӗҫлӗ пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ! Иккӗмӗш вырӑна — Давлекан, виҫҫӗмӗш вырӑна Альшей команди йышӑннă.
Пур хутшӑнакана та ӑнӑҫлӑ вылянă ятпа саламлатпӑр, спортра малашне те ҫӗнтерӳсем, ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups