Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулта Р.Р. Набиева тата Т.В. Федорова ертсе пынипе пӗрремӗш класс ачисемпе «Хаваслӑ стартсем» ирттернĕ. «Хаваслӑ стартсен» программи пуян пулнӑ. Командӑсене интереслӗ, хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑл мар конкурссем чупассипе, мечӗксемпе, кӑшӑлпа сӗннӗ, унта вӗсем хӑйсен спорт ӑсталӑхне кӑтартма пултарнӑ. Ӑмӑрту «Тӑмана» вӑйăпа вӗҫленнӗ.
Ҫак илӗртӳллӗ ӑмӑртӑвӑн пур тапхӑрӗ те хӗрӳ кӗрешӳре иртнӗ. Спорт хастарлӑхӗ тата хӑйсен командишӗн ҫӗнтерӳ илсе килес ӗмӗт команда членӗсене тыткӑнланӑ. Пурте финиша чи малтан ҫитме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ. Спорт залӗнче кулӑ, шӑв-шав, хаваслӑх хуҫаланнă. Пурте телейлӗ пулнӑ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.