Пишпÿлекри «Парус» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче вырнаҫнӑ спорт шкулӗнче бокс секцине аллӑ ҫамрӑк спортсмен ҫӳрет. Спортӑн ҫак тӗсӗпе кӑсӑкланакан ачасен ÿсĕмӗ ҫичӗ ҫултан пуҫланать.
Спортӑн хастар аталанакан тӗсӗсем шутĕнче «Парус» спорт шкулӗнче бокс секцийӗнчи занятисем район центрӗнчи тата Михайловка ялӗнчи арҫын ачасем хушшинче ҫулталӑка яхӑн каялла, тренерсен йышӗпе ҫыхӑннӑ ыйтăва татса парсан, системӑллӑ та паллӑ пулса тӑчӗҫ. Паян спорт шкулӗнче рингра чышкӑпа ҫапӑҫса ӗҫсем еплерех пыни пирки спорт учрежденийӗн директорӗ Лев Агеев каласа пачӗ.
— Ҫак уйӑх вӗҫнелле спорт шкулӗнче бокс енӗпе ӗҫлемелли пурлӑхпа техника никĕсне ҫӗр проценчӗпех хатӗрлесе ҫитереҫҫӗ ӗнтӗ, - тет Лев Олегович. - Ҫак кунсенче пире уйӑрнӑ укҫапа ҫитмен перчеткесем, рингра ҫапӑҫмалли шлемсем, боксер миххисем-грушӑсем тата бокс форми: майкӑсем, шортӑсем тата борцовка (ура тӑхӑнмалли пушмак) илмелле. Пирӗн пур заняти те ҫичӗ ҫултан аслӑраххисемпе тӑватӑ тӗрлӗ ӳсӗмри ачасемпе ҫирӗплетнӗ расписанипе тӳлевсӗр майпа иртет. Бокс секцийӗ спорт шкулĕнче тата Михайловка ялӗнчи вӑтам шкул никӗсӗ ҫинче тӑтӑшах ӗҫлет.
Лев Агеев каланă тăрăх, ҫамрӑк боксерсемпе занятисене пысӑк спорт тата педагогика опычӗллӗ çÿллĕ квалификациллӗ тренерсем ирттереҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ҫамрӑк боксерӗсене рингра ӑмӑртуҫӑ таппине тытма, паллах, ҫӗнтерме вӗрентеҫҫӗ. Ку вӑл Александр Сергеевич Силантьев - рингра нумай ҫул ӗҫленӗ спорт тренерӗ, Пелепей хулин бокс федерацийӗн директорӗ. Александр Константинович Сорокин - бокс енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, вӑл тата параллельлӗ хӑйӗн воспитанникӗсемпе Пелепейре ӗҫлет. Ачасемпе пӗр ушкӑнра Лев Олегович Агеев хӑй те тӑрӑшать иккен, вӑл дипломлӑ специалист шутланать, унччен кик-боксингпа вӑрах та ӑнӑҫлӑ ӗҫленĕ, республика тата пӗтӗм Раҫҫей ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнса ҫак ӑмӑртусен призерӗ пулса тӑнӑ.
- Пелепей тренерĕсене Михайловкӑна ҫӳреме ҫывӑхрах, ҫавӑнпа унта вӗсем час-часах пулаҫҫӗ, октябрьте Республика кунӗ тӗлне вӗсемпе иккӗмӗш хут бокс енӗпе ачасемпе ҫамрӑксен уҫӑ район спорт фестивальне ирттерме палӑртатпӑр ӗнтӗ, — каласа парать Лев Агеев. - Пӗлтӗр ҫакӑн пек мероприяти иртнӗччӗ ӗнтӗ кунта. Анчах вӑл «Парус» физкультурӑпа сывлӑх комплексра та начар мар ҫитӗнӳпе иртме пултарать. Мӗншӗн тесен хутшӑнакансем йышлӑ пулӗҫ. Унта Абдулин тата Пелепей хулисенчи ҫамрӑк боксерсем килме шантараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та халӗ ӑмӑртакансене тивӗҫлӗ хирӗҫ тӑма пирӗн Пишпÿлек ачисем ӑмӑртӑва вӑйлӑ хатӗрленеҫҫӗ. Республикӑри бокс ӑмӑртӑвӗнче кӑҫал Станислав Вуколов тата Артем Казангулов начар мар кӑтартусем турӗҫ. Эпир тӑван стенасенче медальсемсӗр юлмăпӑр-ха тесе шухӑшлатпӑр.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Лев Агеев.