Иртнӗ шӑматкун Пишпÿлекри тӗп площадьре йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци кросӗ» иртнӗ.
Ӑмӑртӑва районти шкулсен командисем тата ӗҫ коллективӗсен представителӗсем хутшӑннă. Унта хутшӑнакансем пурте пысӑк шайри хатӗрленӗве тата питӗ лайӑх вӑй-хал кӑтартнă.
Чупăшу пӗтӗмлетӗвӗсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем тивӗҫлӗ наградӑсем илнĕ: грамотӑсемпе медальсем. Хутшӑнакансене пурне те, уйрӑмах призлӑ вырӑнсене йышӑннисене, саламлатпӑр!
Спортсменсене саламлама Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов килнӗ. Вӑл спортсменсене спорт ҫӗнтерӗвӗсем суннă, Тӗп площаде реконструкцилемелли пӗр тапхӑр вӗҫленнине пӗлтернӗ. ФКГС программине хутшӑнмалли объектсене тупса палӑртма сасӑлавра чи маттур волонтерсене Пушкӑртстан Республикин Çурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин тав ҫырӑвӗсемпе чысланă. Ҫаплах район администрацин Тав ҫырӑвӗсене подряд организацийӗн представителӗсем те тивӗҫнĕ, вӗсем площаде реконструкцилессипе ӗҫсене тунă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups