Çутă çул
-16 °С
Юр
Пур хыпар та
СПОРТ
2 Октябрӗн 2025, 12:28

Ветерансем хушшинче спорт фестивалӗ иртнĕ

Сентябрӗн 30-мӗшӗнче Ваттисен кунне уявлас умӗн «Парус» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче ветерансем хушшинче спорт фестивалӗ иртнĕ.

Ветерансем хушшинче спорт фестивалӗ иртнĕ
Ветерансем хушшинче спорт фестивалӗ иртнĕ

Сентябрӗн 30-мӗшӗнче Ваттисен кунне уявлас умӗн «Парус» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче ветерансем хушшинче спорт фестивалӗ иртнĕ. Фестивале хутшӑнакансене салам сӑмахӗ Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов тата районти ветерансен Канашӗн председателӗ Рафаэль Ибраев тухса каланă.
55 ҫултан иртнӗ икĕ хӗрарӑмран тата 60 ҫултан иртнӗ икĕ арҫынран тӑракан командӑсем пилӗк тӗрлӗ тупӑшӑва хутшӑннӑ: дартс, баскетбол карҫинккине мечӗк ывӑтасси, ишесси, пневматика хӗҫ-пӑшалӗнчен пересси тата эстафета.
Фестиваль пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 3-мӗш вырӑна «Улыбка» Аит ял тăрăхĕн команди, 2-мӗш вырӑна «Хамăр ял» Хушăлка ял тăрăхĕн команди йышӑннӑ, «Олимп» Пишпÿлек ял тăрăхĕн команди чемпион пулса тӑнӑ.
Хутшӑнакан командӑсем пурте хастарлӑх зарячӗ тата хавхалантару парнисем, призерсем медаль, ҫӗнтерӳҫӗ тата кубок та илнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups

 

Ветерансем хушшинче спорт фестивалӗ иртнĕ
Ветерансем хушшинче спорт фестивалӗ иртнĕ
Ветерансем хушшинче спорт фестивалӗ иртнĕ
Ветерансем хушшинче спорт фестивалӗ иртнĕ
Ветерансем хушшинче спорт фестивалӗ иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас