Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулта «Пысӑк ҫемье вӑййисем» иртнĕ.
Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулта вӗренекенсен ҫемйисем пултарулӑха, спорт хӑнӑхӑвӗсене тата пӗрле ӗҫлеме пултарнине тӗрлӗ команда заданийӗсенче палӑртнă.
Мероприяти ырӑ атмосферӑра иртнӗ, вӑй-халпа ӑнӑҫу ҫемье пӗрлӗхӗнче тата туслӑхра пулнине кӑтартса нумай савӑнӑҫпа ырӑ туйӑм парнеленӗ.
Конкурса Андреевсен, Кирилловсен, Смоловсен, Прокопьевсен ҫемйисем хутшӑннӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫи Андреевсен ҫемйи пулнă, вӑл шкула ӑмӑртӑвӑн муниципалитет тапхӑрӗнче тӑратӗ. Вӗсене малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр!
Çемье вӑййине хутшӑнакансемпе мӑнаҫланатпӑр, пурне те хастар хутшӑннӑшӑн тав тӑватпӑр.
#Бижбуляк2школа
#НавигаторыДетстваРБ
#ДвижениеПервыхБижбулякскийрайон
#БольшиеСемейныеИгры
#Росдетцентр
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.