Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
СПОРТ
13 Октябрӗн 2025, 09:40

«Парус» спорт шкулĕнче волейболпа район ӑмӑртӑвӗ иртнӗ

2025 ҫулхи октябрĕн 11-мӗшӗнче «Парус» спорт шкулĕн спорт залӗнче Пушкӑртстан Республикин кунне халалласа волейболпа район ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

«Парус» спорт шкулĕнче волейболпа район ӑмӑртӑвӗ иртнӗ«Парус» спорт шкулĕнче волейболпа район ӑмӑртӑвӗ иртнӗ
«Парус» спорт шкулĕнче волейболпа район ӑмӑртӑвӗ иртнӗ
 
2025 ҫулхи октябрĕн 11-мӗшӗнче «Парус» спорт шкулĕн спорт залӗнче Пушкӑртстан Республикин кунне халалласа волейболпа район ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Кубокшӑн тӑватӑ команда тупӑшнӑ:
«Астра», «Базлык», «Бижбуляк», «Курган».
Ӑмӑртӑва уҫнӑ церемонире салам сӑмахӗсемпе тата саламсемпе район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ  Алексей Александрович Данилов, ҫавӑн пекех «Парус» спорт шкулӗн директорӗ  Лев Олегович Агеев тухса калаҫнă.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем команда вӑййинче хӑйсен ӑсталӑхне, пултарулӑхне кӑтартнă. Турнир пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх призлӑ виҫӗ вырăн ҫакӑн пек йӗркепе палӑрнă: пĕрремĕш вырăн «Астра» команда, иккĕмĕш - «Бижбуляк», виççĕмĕш вырăна «Курган» команда.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене грамотӑсем, медальсемпе кубоксем панӑ.
Пурне те хутшӑннӑшӑн тав тӑватпӑр, малашне те ҫӗнтерӳсем тума сунатпӑр.
#БижбулякСпортивный
#Бижбулякскийрайон
#СпортНормаЖизни
#Волейбол
#СпортивнаяШколаПарус
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулĕн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
 
«Парус» спорт шкулĕнче волейболпа район ӑмӑртӑвӗ иртнӗ
«Парус» спорт шкулĕнче волейболпа район ӑмӑртӑвӗ иртнӗ
«Парус» спорт шкулĕнче волейболпа район ӑмӑртӑвӗ иртнӗ
«Парус» спорт шкулĕнче волейболпа район ӑмӑртӑвӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас