Октябрĕн 25-мӗшӗнче «Парус» спорт шкулĕнче 2008 ҫулта çуралнă тата кӗҫӗнрех яшсемпе хӗрсем хушшинче «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин çулталӑкне» халалласа баскетбол енӗпе район турнирӗ иртнӗ. Ку чӑн-чӑн спорт пулӑмӗ пулнă, вӑл хӗрӳлӗхпе, команда хавалӗпе тата ҫӗнтерес туртӑмпа тулнӑ.
Турнира Пишпÿлекри 1-мӗш, Пăслăкри, Хушăлкари вăтам шкулсен командисем хутшӑннă.
Арçын ачасем хушшинчи ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх призлӑ вырӑнсем çакăн пек пайланнă: 1-мĕш вырӑна Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкул команди илнĕ, 2-мĕш вырăн Хушăлкари вăтам шкул командинче, 3-мĕш вырăн – Пăслăкри вăтам шкул команди илнĕ.
Хӗрсен командисем хушшинче: 1-мĕш вырӑна Хушăлкари вăтам шкул команди илнĕ, 2-мĕш вырăн Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкул командинче, 3-мĕш вырăн — Пăслăкри вăтам шкул команди илнĕ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене тата хутшӑнакансене пурне те саламлатпӑр! Эсир чӑн-чӑн ӑсталӑха тата спорт хавалне кӑтартрӑр. Ҫӗнӗ тӗлпулусемпе ҫутӑ ҫӗнтерӳсем кӗтетпӗр!
#БижбулякСпортивный
#Бижбулякскийрайон
#СпортивнаяШколаПарус
#РеспубликаБашкортостан
#Баскетбол
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулĕн социаллă сетьри страницинчен.