Ноябрĕн 1-мӗшӗнче Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулĕн ишев бассейнӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалласа ишев ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.
Спортсменсене «Парус» спорт шкулӗн директорӗ Лев Олегович Агеев саламланă, тӗп судья Дарья Алексеевна Газизуллина ӑмӑртусен регламенчӗпе паллаштарнă, ачасене хӑвӑрт секкунтсемпе ҫӑмӑл шыв суннă.
Ӑмӑрту ирӗклӗ майпа 100 метрлӑ дистанцире илӗртӳллӗ ишессинчен пуҫланнă. Спортсменсем кашни çеккунтшӑн кӗрешсе питӗ лайӑх техника тата ҫӗнтерес хавал кӑтартнӑ.
Ӑмӑртусен пӗтӗмлетӗвӗсемпе ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене медальсемпе грамотӑсем парса чысланă, ӑмӑртӑва хутшӑнакансем пурте пылак парнесем илнĕ.
Кашни ҫул Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче «Парус» спорт шкулĕн бассейнӗнче янӑравлӑ сасӑсемпе, савӑнӑҫлӑ йӑл кулӑсемпе тата ҫӗнӗ рекордсем патне туртӑннипе тултӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулĕн социаллă сетьри страницинчен.