Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулӗнче бокс секцийӗсенче ултӑ ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи 60 арҫын ачапа хӗрача çÿрет.
Паян Пишпÿлек районӗнче ҫамрӑксем вунӑ ытла спорт тӗсне кăмăллаççĕ. Вӗсемшӗн «Парус» спорт шкулӗ лайӑх старт площадки пулса тӑрать.
— Юлашки ҫулсенче спорт шкулӗнче бокс — вӑй спорт тӗсӗ лайăх аталанма пуҫларӗ, — тет учреждени директорӗ Лев Агеев. — Эпир бокс секцине опытлӑ тренерсем тӳлевсӗр майпа ирттерекен занятисене ултӑ ҫулти ÿсĕмрен пуҫласа ачасене йышӑнатпӑр. Тренировка процесӗсем хастар пыраҫҫӗ. Эпир секцисене ҫӳрекен ачасен ашшӗ-амӑшӗсемпе питӗ лайӑх ҫыхӑну тытатпӑр. Ҫавӑнпа вӗсем пӗчӗкренех ачан пурнӑҫра усӑллӑ пахалӑхӗсене йӗркелекен бокс ҫине ӑнланса пӑхаҫҫӗ: характера пиҫӗхтерет, дисциплинӑна, ҫирӗплӗхе вӗрентет, ӳт-пӳ енчен пиҫӗхтерсе аталантарать.
Декабрӗн 13-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнче пысӑк спорт мероприятийӗ ирттерме палӑртнӑ. Ҫак кун «Парус» спорт шкулĕнче Пишпÿлек районӗн бокс федерацине бокс ӑмӑртӑвӗ ирттерсе уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Документаци ҫырмалли, кирлӗ пурлӑх базине йӗркелемелли, тренерсен штачӗпе тата спортсменсемпе бокс секцийӗнчи мӗнпур кирлӗ процедурӑсене туса пӗтернӗ ӗнтӗ.
— Паян «Парус» спорт шкулӗнче ултӑ ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи 343 ҫамрӑк спортсмен ҫирӗплетнӗ расписанипе тренировка иртет, — сӑмахне малалла тӑсать Лев Олегович. — Бокспа 60 ача, ҫитменнине арҫын ачасемпе пӗр тан тӑхӑр хӗрача та ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем районăн тӗрлӗ ялĕсенчен секцисене килеҫҫӗ: Демскинчен, Йăлпăлакран тата Кистенлӗпуçĕнчен. Боксӑн пысӑк секцийӗ Михайловка ялӗнчи вӑтам шкулӑн спорт залӗнче ӗҫлет. Михайловка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ тата спортӑн ҫак тӗсне кӑмӑллакан пысӑк ҫынна, Ярослав Трофимова пулӑшнӑшӑн тата яланах спонсор пулӑшӑвӗ панăшăн пысӑк тав сӑмахӗ калас килет манӑн. Вӑл «KINGSTOR» лавккасен сечĕн генеральнӑй директорӗ. Пушкӑртстан Республикин бокс федерацийӗ те пире питӗ нумай пулӑшать.
Ляйсан Хазиева, Демскинчи вӑтам шкулти 9 класра вӗренекен:
— Эпӗ эрнере виҫӗ хутчен бокс занятине кӑмӑлтан килетӗп. Демскинчен эпир бокс секцийӗнче иккӗн вӗренетпӗр. Мана вӑй-хал спорчӗн пуçламăш никĕсӗсене пилӗк ҫултанпах тӑван Петр пичче вӗрентнӗ. Вӑл бокс енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ. Эпӗ те хамӑн виҫе категорийӗнче чемпион пулма ĕмĕтленетĕп, бокс енӗпе спорт мастерӗ пулӑп. Эпир ҫемьере тӑватӑ ача: виҫӗ хӗрача тата шӑллăм. Эпир пурте спортпа туслӑ. Аслӑ аппа Регина Пелепейри медколледжра иккӗмӗш курсра вӗренет. Вӑл волейболистка. Эпӗ иккӗмӗш. Улттӑмӗш класра вӗренекен Ильшат шӑллӑм вара — питӗ лайӑх хоккеист. Вӑл пӗрремӗш класра вӗренекен кӗҫӗн йӑмӑка Рузалинӑна, шайбӑллӑ хоккей секцине занятисене ҫӳрессипе «чирлетрӗ». Мана паян питӗ лайӑх спортсмен тата бокс енӗпе спорт мастерӗ Александр Константинович Сорокин вĕрентет. Эпӗ ӑна занятисемшӗн чĕререн тав тӑватӑп.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.
Пушкӑртстанра бокс — тӗп спорт дисциплинисенчен пӗри. Кун пирки республикӑн премьер-министрӗ Андрей Назаров каласа панă, вӑл ӗнтӗ икӗ ҫул регионти бокс федерацине ертсе пырать.
«Чи малтанах ӑна ҫӗршыври чи лайӑххисенчен пӗри тума тӗллев лартрӑм. Эпир массӑллӑ бокса хастар аталантарса масштаблă ӑмӑртусем ирттеретпӗр. Икӗ ҫул хушшинче бокс федерацийӗн 20 ҫӗнӗ филиалне пирӗн республикӑри 40 хулапа районта уҫрӗҫ. Арçынсен сборнӑйĕ — ПФОра чи вӑйлисенчен пӗри, тӑтӑшах призлӑ вырӑнсем йышӑнать. Кӗрешӳ керменӗ ӗҫлеме тытӑнсан вара пирӗн спортсменсем ӑмӑртусем валли питӗ лайӑх никĕс илчӗҫ», — тесе ҫырнӑ республикӑн министрсен кабинечӗн ертӳҫи.
Ноябрĕн 27-мӗшӗнче Уфара Кӗрешӳ керменӗн лаптӑкӗсенче хӗрарӑмсен хушшинче бокс енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ старт илӗ.