Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
25 Ноябрӗн , 10:36

Чи пĕчĕккисем спорт шкулĕпе паллашнă

Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулне хӑнана чи ҫамрӑккисем — «Улыбка» ача сачӗн воспитанникӗсем, «Затейники» ушкӑн — килнӗ.

Чи пĕчĕккисем спорт шкулĕпе паллашнă
Чи пĕчĕккисем спорт шкулĕпе паллашнă

Ноябрĕн 20-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерӗшлӗ куна — Пӗтӗм тӗнчери ача кунне — паллӑ тӑваҫҫӗ.   Ҫак кун аслисене ачасене пӑхни, вӗсен прависене хӳтӗлени тата телейлӗ те килӗшӳллӗ ачалӑх валли условисем туса пани мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илтерет.

Уяв ячӗпе Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулне хӑнана чи ҫамрӑккисем — «Улыбка» ача сачӗн воспитанникӗсем, «Затейники» ушкӑн — килнӗ. Пӗчӗкскерсем вӑхӑта хаваслӑ та усӑллӑ ирттернĕ: спорт шкулӗпе паллашнă, вӑйӑсем вылянă, спорт занятийӗсем еплерех иртнине пӑхнă.

Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ, кулӑ, тӗлӗнӳ пулнӑ вӗсен сӑнӗсенче! Ачасем савӑнмаллипех савӑннă, ҫитес ҫул спортпа туслашма, спорт шкулне татах килме шантарнă.

Кун пек тӗлпулусем куна ырӑпа тата ӑшӑпа тултараҫҫӗ, телейлӗ пуласлӑх йӑл кулӑпа тата чунтан кӑсӑкланнипе пуҫланнине шӑпах ачасем аса илтереҫҫӗ-ҫке.

 

#Бижбулякскийрайон
#РеспубликаБашкортотсан
#Дети
#ВсемирныйДеньРебёнка

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club125258211

 

 

Чи пĕчĕккисем спорт шкулĕпе паллашнă
Чи пĕчĕккисем спорт шкулĕпе паллашнă
Чи пĕчĕккисем спорт шкулĕпе паллашнă
Чи пĕчĕккисем спорт шкулĕпе паллашнă
Чи пĕчĕккисем спорт шкулĕпе паллашнă
Чи пĕчĕккисем спорт шкулĕпе паллашнă
Чи пĕчĕккисем спорт шкулĕпе паллашнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас