Кун пек мероприятисем ҫамрӑк спортсменсене хавхалантараҫҫӗ кӑна мар, тренерсен професси ӳсӗмне те вӑй-хӑват параҫҫӗ.
Уфара хӗрарӑмсен боксӗпе иртекен XXVI Раҫҫей чемпионачӗн кунӗсенче Баймак районӗнчи ҫамрӑк спортсменсем паллӑ ҫынсемпе - Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗсемпе Юлия Немцовапа тата Эдуард Абзалимовпа хутшӑнма пултарнă. Хӑнасем хӑйсен опычӗпе паллаштарма, ачасене бокс занятийӗсене хавхалантарма килнӗ.
Фаниль Надыргулов, Баймак район пуҫлӑхӗн кадр тата социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен пӗрремӗш ҫумӗ мероприятие уҫнӑ май хӑнасене килсе кайнӑшӑн тав тунӑ:
- Пирӗн района суйласа илнӗшӗн тата пирӗн ачасене спортпа туслашма, пысӑк ҫитӗнӳсем тума хавхалантарнӑшӑн тавтапуҫ!
Малалла ачасем патне ҫӗршыв, Европа чемпионӗ тата тӗнче чемпионачӗн финалисчӗ Эдуард Абзалимов пынă:
- Бокс федерацийӗ вӑл - пӗр пысӑк ҫемье. Паянхи тренировка хыҫҫӑн хӑвӑра ҫак ҫемьен тулли праваллă членӗсем тесе шутлама пултаратӑр.
Ӑсталӑх класӗ мышцӑсене тӑсса ҫирӗплетмелли кӑтартуллӑ хӑнӑхтарусенчен, ҫавӑн пекех психологи хатӗрленӗвӗ ҫинчен каласа панинчен пуҫланнă. Эдуард Абзалимов хаҫата панӑ интервьюра бокс енӗпе 26 ҫул тӑрӑшнине пӗлтернӗ:
- Бокс вӑл - манӑн пурнӑҫ тата туссем. Вӑл мана спортпа кӑна мар, ахаль пурнӑҫра та йывӑрлӑхсене парӑнтарма вӗрентрӗ. Дисциплинӑна, характера пӑхса ӳстернӗ. Баймак ачисене хӑйсене шанма, тӗллевсем лартса вӗсем патне кайма сунатӑп!
Юлия Немцова Пушкӑртстан ҫут ҫанталӑкӗн илемӗпе, ҫынсен тараватлӑхӗпе тата хӗрарӑмсен боксӗ республикӑра пӗтӗмӗшле илсен те, пысӑках мар Баймак хулинче те чаплипе тӗлӗнтернине каласа панă.
Мероприяти ачасем валли автограф-сессипе вӗҫленнӗ.
https://bv02.info/news/localnews/2025-12-03/rossiyskie-boksyory-proveli-master-klass-v-baymakskom-rayone-4491937