Пăслăкра Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ Совет Союзӗн Геройне Кирилл Дементьевич Андреева халалласа волейболпа спорт ӑмӑртӑвӗ иртнĕ. Ҫак ăмăртусем тата ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫне хунӑ ентешсене сума суни, асӑнни пулнă. Ӑмӑртӑва виҫӗ команда хутшӑннӑ: Аит ялӗн команди, Пишпӳлек ялӗнчи ҫамрӑксен пӗрлештернӗ «Астра» команди тата район администрацийӗн команди.
Ҫӗнтерӳҫӗсене хӗрӳ кӗрешӳре палăртнă. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ: пӗрремӗш вырӑна «Астра» команда йышӑннă, вăл хатӗрленӗвӗн пысӑк шайне тата командăн чун-чӗрине кӑтартнă. Иккӗмӗш вырӑна Аит ялӗн спортсменĕсем лайӑх тактика хӑнӑхӑвӗсене кӑтартса çĕнсе илнĕ. Виҫҫӗмӗш вырӑна ирӗкне, ҫӗнтерӳ патне туртӑннине кӑтартнӑ район администрацийӗн команди илнĕ. Турнирӑн чи лайӑх выляканӗсене уйрӑммӑн палӑртнӑ: чи лайӑх ҫыхӑнтаракан —Артур Уканеев, чи лайӑх либеро — Артем Павлов. Хутшӑнакансене тата куракансене спорт уявӗпе саламлатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups