Январӗн 6-мӗшӗнче «Парус» спорт шкулӗнче баскетболпа тӗлӗнмелле ӑмӑрту иртнӗ, унта тӑватӑ команда хутшӑннă: хӗрсем хушшинче Хушăлкари вăтам шкул тата «Хамăр ял» командăсем, яшсем хушшинче - Пишпӳлек ялĕнчи «Астра» тата «Кош-Елга» командӑсем. Хутшӑнакансене спорт шкулӗн директорӗ Лев Агеев тата ӑмӑртӑвӑн тӗп судйи Ильгам Газизов саламланă.
Вӑйӑсем хӗрӳлӗхпе, эмоцисемпе тата чӑн-чӑн спорт чунӗпе тулнӑ. Хӗрсем питӗ лайӑх вӑйӑ кӑтартнă, анчах ҫапла майпа «Хамăр ял» команда ҫӗнтернӗ, калама ҫук ӑсталӑха, команда тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫленине кӑтартса панă.
Яш-кӗрӗм хушшинче кӗрешӳ сахал мар хӗрӳ пулнӑ, ҫапла вара «Кош-Елга» команда площадкӑра питӗ лайӑх ӑсталӑхпа стратегие кӑтартса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене тата хутшӑнакансене пурне те саламлатпӑр. Спортпа ҫирӗплӗхӗн чӑн-чӑн тӗслӗхне кӑтартнăшăн. Кун пек мероприятисем пирӗн районта баскетбол юхӑмне аталантарма пулӑшаҫҫӗ, ҫамрӑксене спортпа туслӑ пулма хавхалантараҫҫӗ.
Командӑсене хавхалантарма килнисене, ҫавӑн пекех йӗркелӳҫӗсене ҫак чаплӑ турнира ирттернӗшӗн тавтапуҫ! Баскетбол площадкинче ҫӗнӗ тӗлпулусем кӗтетпӗр.
#Бижбуляк
#СпортНормаЖизни
#ДекадаСпорта
#БижбулякСпортивный
#Баскетбол
#БижбулякскийРайон
#ЗдоровыйОбразЖизни
#Спорт
#ХамарЯл
Сăнÿкерчĕкĕсем: «Парус» спорт шкулӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club125258211