Çутă çул
-12 °С
Юр
Пур хыпар та
СПОРТ
9 Кӑрлач , 13:40

Районта мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем иртнĕ

 «Парус» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче арҫынсен командисем хушшинче мини-футбол енӗпе районти илӗртӳллӗ ӑмӑрту иртнӗ.

Районта мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем иртнĕ
Районта мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем иртнĕ

Январӗн 8-мӗшӗнче «Парус» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче арҫынсен командисем хушшинче мини-футбол енӗпе районти илӗртӳллӗ ӑмӑрту иртнӗ. Турнир районти чи вӑйлӑ вӑйӑҫсене пухнă, вĕсем ӑсталӑхпа спорт кӗрешӗвӗн пысӑк шайне кӑтартнă.
Хӗрӳ матчсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх вырӑнсене ҫакӑн пек пайланӑ:
- Виҫҫӗмӗш вырӑн: Пишпӳлек ялӗн çамрӑкĕсен команди.
- Иккӗмӗш вырӑн: Хушăлка ялӗн команди.
- Пӗрремӗш вырӑн: «Леон» команда чемпион пулнă.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене район администрацийӗнчен тава тивӗҫлӗ кубоксем, медальсем тата Хисеп хучӗсем парса чысланă.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене пурне те саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫу, ҫӗнтерӳсем сунатпӑр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups

 

Районта мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем иртнĕ
Районта мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем иртнĕ
Районта мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем иртнĕ
Районта мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем иртнĕ
Районта мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас