Çутă çул
-10 °С
Юр
Пур хыпар та
СПОРТ
9 Нарӑсӑн , 11:49

Аитра шайбӑпа хоккей енӗпе lV район турнирĕ пулнă

Аит ялӗнчи хоккей коробкинче Украинӑри СВО вӑхӑтӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫне хунӑ ентешсене асӑнса ирттернӗ шайбӑпа хоккей енӗпе lV районти турнир пулнă.

Аитра шайбӑпа хоккей енӗпе lV район турнирĕ пулнă
Аитра шайбӑпа хоккей енӗпе lV район турнирĕ пулнă

 

Февралĕн 7-мӗшӗнче Аит ялӗнчи хоккей коробкинче Украинӑри СВО вӑхӑтӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫне хунӑ ентешсене асӑнса ирттернӗ шайбӑпа хоккей енӗпе lV районти турнир пулнă. Турнира виҫӗ команда хутшӑннӑ: Аит, Йăлпăлактамак, Пишпӳлек ялĕсен. Турнира уҫнӑ чухне турнира хутшӑнакансене салам сӑмахӗсемпе район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ А.А. Данилов, район администрацийӗн спорт тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ С.И. Таймасов, Аит ял хутлӑхĕн пуҫлӑхӗ Р.Ф. Гимазетдинов, Йăлпăлактамак ял хутлӑхĕн пуҫлӑхӗ Р.Р. Нигметзянов, СВОра пуçне хунă Валерий Зацепинăн хӗрӗ Людмила Валерьевна Ильясова.

Тахҫантанпах кӗтнӗ вӑйӑ пуҫланнă. Вӑйӑ вӑхӑтӗнче вылякансем илемлӗ курӑмлӑ хоккей кӑтартнă, болельщиксен чӗрисене хумхантаракан хапха умӗнчи хӑрушла самантсем те пулнă. Вӑйӑсем ҫавра системӑпа иртнӗ. Ҫапла вара турнирӑн бронза призерӗ Пишпӳлекри «Олимп» командă пулнă, кӗмӗл призерӗ Йăлпăлактамакпа Качкиновăн «Стрела» команди пулнă, турнир чемпионӗ И.Р. Гимаев ячĕллĕ Аит команди пулса тухнă. Судья ӗҫне Э.Я. Аскаров илсе пынă. «Чи лайӑх тапӑнакан» Инзиль Кинзябаев, «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» Николай Тиманкин, «Чи лайӑх хапхаҫă» Ильгам Ахмадишин, «Ватăсенчен чи лайӑх вылякан» Федор Антонов тесе йышӑннӑ. Вӗсене Хисеп хучӗсемпе чысланă.

Турнир йӗркелӳҫисене Аит ял Совечӗн тата Аит вăтам шкулӗн администрацийӗсене, А.Г. Самигуллин тренер-преподавателе ӑшӑ та асамат йышӑннӑшӑн тав тунă. Ҫавӑн пекех туслӑ сӑмахсемпе хӑйсен командисене пулӑшса ҫӗнтерӳ патне илсе пыракан пур болельщиксене те тав тӑватпӑр. Илемлӗ те курӑмлӑ хоккейшӑн пур командӑна та тав.

#СвоихНеБросаем
#БижбулякскийРайон

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club43415916

 

 

Аитра шайбӑпа хоккей енӗпе lV район турнирĕ пулнă
Аитра шайбӑпа хоккей енӗпе lV район турнирĕ пулнă
Аитра шайбӑпа хоккей енӗпе lV район турнирĕ пулнă
Аитра шайбӑпа хоккей енӗпе lV район турнирĕ пулнă
Аитра шайбӑпа хоккей енӗпе lV район турнирĕ пулнă
Аитра шайбӑпа хоккей енӗпе lV район турнирĕ пулнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас