Ситекпуç ялӗнче пӑр айӗнчи пулӑ тытассипе ӑмӑрту иртнӗ.
Ӑмӑртӑва Пишпӳлек район администрацийӗ Ситекпуç ял пӗвине тара илнӗ Роман Тиманкинпа пӗрле йӗркеленӗ.
Пулӑ тытассипе йӑлана кӗнӗ конкурссӑр пуҫне унта хутшӑнакансем хӑйсене ҫӗнӗ кӑсӑк тӗрӗслевре — хӑвӑрт пӑра пӑралакан конкурсра — кӑтартма пултарнӑ. Ҫак тапхӑр уйрӑмах кӑсӑклантарнă, ӑмӑртӑва хӗрӳлентернӗ. Номинацире хӑйӗн техникипе хӑвӑртлӑхне кӑтартнӑ ӑста пулӑҫ, Фагим Хабибуллин ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Тӗп конкурс ҫӗнтерӳҫисем ҫакӑн пек пайланнӑ:
I вырӑн: Владимир Семенов;
II вырӑн: Фагим Хабибуллин;
III вырӑн: Магафур Надельшин.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене пурне те саламлатпӑр!
Мероприятие йӗркелекенсемпе спонсорсене уйрӑммӑн тав тӑвас килет, вӗсене пула вӑл ҫӳллӗ шайра иртнӗ, хутшӑнакансене нумай ырӑ туйӑм парнеленӗ.
Ҫакнашкал мероприятисем йӑлана кӗрессе, хӑйсен вӑйне тӗрӗслесе пирӗн регион ҫутҫанталӑк илемӗпе киленес текенсене тата ытларах илӗртессе шанатпӑр.
Шывпа пӑр ҫинче тепре тӗл пуличчен! Сирӗн вӑлта яланах ӑнӑҫу илсе килтӗр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.