Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
30 Мартӑн , 10:45

Пишпÿлекре ача садĕнчи ачасем хушшинче Спартакиада иртнӗ

Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулĕнче районти шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийӗсене çÿрекенсен хушшинче Спартакиада иртнӗ.

Пишпÿлекре ача садĕнчи ачасем хушшинче Спартакиада иртнӗ
Пишпÿлекре ача садĕнчи ачасем хушшинче Спартакиада иртнӗ

 

Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулĕнче районти шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийӗсене çÿрекенсен хушшинче Спартакиада иртнӗ. Командăсем ача сачӗсен аслӑ тата хатӗрленӳ ушкӑнӗсенчи тăватă хӗрачапа тăватă арҫын ачаран тӑнӑ. Спартакиада «Умка», «Журавушка», «Улыбка» тата «Дюймовочка» ача сачĕсен командисем хутшăннă. Ачасем хӑйсен вӑйне вырӑнтан вӑрӑмӑшне сикессипе, кӗлеткене выртнӑ ҫӗртен ҫӗклессипе, сак ҫинчен малалла тайӑлассипе, мечӗке тӗллесе ывӑтассипе тата челнокла чупассипе кӑтартнă. Пур тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫӗнтерме питĕ тăрăшнăшăн «Улыбка» ача сачӗн воспитанникӗсене наградӑланӑ, 3-мӗш вырӑна «Дюймовочка» ача сачӗн воспитанникӗсем, 2-мӗш вырӑна «Умка» ача сачӗн команди йышӑннӑ, Спартакиада ҫӗнтерӳҫи вара «Журавушка» ача сачӗн ачисем пулса тăнă. Унта хутшӑнакансем пурте район администрацийӗнчен тивӗҫлӗ степеньлӗ Хисеп грамотисемпе медальсем тата пылак парнесем илнĕ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

 

 

Пишпÿлекре ача садĕнчи ачасем хушшинче Спартакиада иртнӗ
Пишпÿлекре ача садĕнчи ачасем хушшинче Спартакиада иртнӗ
Пишпÿлекре ача садĕнчи ачасем хушшинче Спартакиада иртнӗ
Пишпÿлекре ача садĕнчи ачасем хушшинче Спартакиада иртнӗ
Пишпÿлекре ача садĕнчи ачасем хушшинче Спартакиада иртнӗ
Пишпÿлекре ача садĕнчи ачасем хушшинче Спартакиада иртнӗ
Пишпÿлекре ача садĕнчи ачасем хушшинче Спартакиада иртнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас