

Каратэ секцийӗ Пишпӳлекре каллех 2018 ҫулхи сентябрьте ӗҫлеме тытӑннӑ.
Пишпӳлекре кекусинкай каратэ секцийӗ тахҫанах пулнă, анчах кайран ӑна темшӗн хупнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн влаҫсен спортпа кӗрешӗвӗн ҫак тӗсӗ пирки шухӑшӗсем улшӑннӑ. Каратэ секцийӗ Пишпӳлекре каллех 2018 ҫулхи сентябрьте ӗҫлеме тытӑннӑ. Акӑ ӗнтӗ виҫӗ ҫул ытла Пишпÿлекри 2-мӗш вӑтам шкулта коммерци мелӗпе кекусинкай каратэ секцийӗсем иртеҫҫӗ. Пелепей хулинчен каратэ енӗпе эрнере виҫӗ хутчен ачасемпе аппаланма ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ ача-пӑча тренерӗ Валерий Александрович Ануфриев килет.
— Каратэ Пелепее Пишпÿлекпе тӑванлаштарнӑ темелле, мӗншӗн тесен Пелепей ҫамрӑк каратисчӗсем Пишпÿлеке юлташла ӑмӑртусене тӑтӑшах килеҫҫӗ, Пишпÿлек спортсменӗсем вара час-часах вӗсем патне хурав турнирӗсемпе тупӑшма каяҫҫӗ, - тет Валерий Александрович. - Пишпÿлекре секцире тӑрӑшакансен пӗтӗмӗшле йышӗ 70 арҫын ачапа хӗрачана ҫитет. Вӗсен хушшинче шкултан тахҫанах вӗренсе тухнӑ аслисем те пур. Сӑмахран, Максим Ермолаев, Матвей Чернов, Динар Хамидуллин паянхи кунччен каратэрен уйрӑлмаҫҫӗ. Вӗсем вара пӗрремӗш класранах вӗренме тытӑннӑ-ҫке, ача садӗнчен каратэпе кӑсӑкланакансем те пулнӑ. Хальлӗхе секцири занятисем лайӑх динамикӑпа иртеҫҫӗ, вырӑнти тата тухса ҫӳрекен турнирсем иртеҫҫӗ. Сӑмахран, вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗнчех воспитанниксемпе Тутарстанри Лениногорск хулинчи ӑмӑртӑва кайса килтӗмӗр. Кайран Челябинскпа Салаватра пултӑмӑр. Ҫӗнӗ ҫулхи шкул каникулӗ вӑхӑтӗнче Пишпӳлекре пысӑк ӑмӑртусем иртрӗҫ. Унсӑр пуҫне Пелепейри ҫамрӑк каратистсемпе яланах юлташла тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Пишпÿлек ачисем призлӑ вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ, вӗсене квалификаци комиссийӗ спорт разрядӗсем парать — дан. Кирек мӗнле ӑмӑртӑвӑн та темиҫе хут призерӗсем пирӗн чемпионсем Мария Пасхина, Илья Бучнев, Максим Ермолаев.
Валерий Ануфриев шӑпине каратэпе 1989 ҫултанпа ҫыхӑнтарнӑ, тӗрлӗ рангри чылай ӑмӑртӑва хутшӑнма тытӑннӑ. Пӗтӗм союзри ӑмӑртусенче тухса малти вырӑнсем йышӑннӑ. Ачасемпе вара официаллӑ майпа каратэ енӗпе ача-пӑча тренерӗ пулса 1992 ҫултанпа ӗҫлеме тытӑннӑ. 58 ҫулти тренерӑн икӗ ача. Ывӑлӗ Вячеслав Оренбургра тухтӑрта ӗҫлет. Вӑл каратэ секцийӗнче вӗренсе пысăк ӑмӑртусенче ҫӗнтерсе пӗрремӗш дан илнӗ, ӑмӑртусене хутшӑнма пӑрахмасть, каратэ енӗпе хура пиҫиххийĕ пур. Евгения хӗрӗ паян ашшӗпе ӗҫлет, ҫавӑн пекех Пелепей хулинчи каратэ енӗпе ача-пӑча тренерӗ. Евгенийӗн та пӗрремӗш спорт данӗ тата кекусинкай карате тӑрӑх хура пиҫиххи.
Мария Пасхина, кекусинкай каратэ секцийӗн воспитанникӗ:
- Эпӗ каратэпе виҫӗ ҫул ӗҫлетӗп. Пухмачра манӑн 19 медаль ӗнтӗ: 11 ылтӑн, пилӗк кӗмӗл тата виҫӗ бронза. Пелепейри юлашки пысӑк ӑмӑртура хамӑн 40 килограмм таран виҫе категорийӗнче 10-11 ҫулсенчи спортсменсем хушшинче эпӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑнтӑм.
Айсылу Касымова, Пишпӳлек ялӗнчи 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен:
- Каратэпе пилӗк уйӑх ҫеҫ аппаланатӑп. Эпӗ тахҫанах кулленхи пурнӑҫра вӑйлӑрах та шанчӑклӑрах пуласшӑнччӗ. Секцие мана пӗр класра вӗренекен Маша Пасхина илсе килчĕ. Мана хамӑрӑн сэнсэйпе спортпа туслашма килӗшет.
Алиса Гнатюк, Пишпӳлек ялӗнчи 1-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен:
- Эпӗ 14 ҫулта ӗнтӗ. Каратэпе виҫӗ ҫул аппаланатӑп. 2024 ҫулта «Çӗнӗ çын кубокне» ҫӗнсе илтĕм. Каратэ секцийӗнче хӑй вӑхӑтӗнче манӑн анне Евгения Сергеевна та тӑрӑшнӑ. Манпа пӗрле секцие икӗ ҫул ҫурӑ ĕнтӗ Арсений шӑллӑм ҫӳрет. Унӑн та хӑйӗн виҫе категорийӗнчи ӑмӑртусенчен призлӑ икӗ кубок тата виҫӗ ылтӑн медаль пур. Сэнсэй ӑна яланах хавхалантарать, мухтать, мӗншӗн тесен Арсений каялла чакма хӑнӑхман, тӑшманпа кирек мӗнле тытӑҫура та яланах пӗрремӗш вырӑн йышӑнать.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.
Сэнсэй - яппун сӑмахӗ, «вӗрентекен», «наставник» е «ӑста» тенине пӗлтерет. Ку вӑл тарӑн пӗлӳллӗ, опытлӑ ҫынна: преподавательсене, тухтӑрсене, политиксене, ҫавӑн пекех ҫапӑҫу искусствисен ӑстисене хисеплесе пӑхни, вӗсен ӑслӑлӑхне хисепленине кӑтартать.