Çутă çул
+33 °С
Ясно
СПОРТ
23 Апреля , 04:05

Путин бокс чемпионачӗсен ҫӗнтерӳҫисемпе курса калаҫнӑ

Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче бокс чемпионачӗсен ҫӗнтерӳҫисемпе патшалӑх наградисене парас церемони хыҫҫӑн официаллӑ мар лару-тӑрура тӗл пулнӑ.

Путин  бокс чемпионачӗсен ҫӗнтерӳҫисемпе курса калаҫнӑПутин  бокс чемпионачӗсен ҫӗнтерӳҫисемпе курса калаҫнӑ
Путин бокс чемпионачӗсен ҫӗнтерӳҫисемпе курса калаҫнӑ

Савӑнӑҫлӑ мероприяти Кремльти Екатерина залӗнче иртнӗ. Официаллӑ пай вӗҫленсен патшалӑх пуҫлӑхӗ спортсменсемпе пӗр стакан шампань эрехӗ ĕçнĕ май калаҫнӑ. Раҫҫей лидерӗ тӗлпулӑва хутшӑннӑ кашни ҫынна тимлӗх уйӑрнă, вӗсене саламланă, малалла та ҫитӗнӳсем суннă.

Ҫак кун наградӑланисен йышӗнче бокс енӗпе тӗнче чемпионӗсем — çӑмӑл виҫере абсолютлӑ ҫапӑҫу чемпионачӗн (UFC) пиҫиххийӗн хуҫи Петр Ян тата Пӗтӗм тӗнчери бокс ассоциацийӗн (WBA) версийӗпе тӗнче чемпионӗ, юратакансен хушшинче виҫӗ хут тӗнче чемпионӗ Муслим Гаджимагомедов пулнӑ. Ҫавӑн пекех патшалӑх наградине Президент аллинчен пӗтӗм тӗнчери бокс федерацийӗн (IBA) пуҫлӑхӗ Умар Кремлев илнӗ.

https://iz.ru/2084046/putin-za-shampanskim-pobesedoval-s-pobediteliami-chempionatov-po-boksu-izi

Путин  бокс чемпионачӗсен ҫӗнтерӳҫисемпе курса калаҫнӑ
Путин бокс чемпионачӗсен ҫӗнтерӳҫисемпе курса калаҫнӑ
Автор:
Читайте нас