Çутă çул
+17 °С
Облачно
СПОРТ
18 Июня , 07:25

«Парус» спорт шкулӗнче ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетмелли лаптăк ĕçлет

«Сывлӑх территорийӗ» Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулӗн ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетмелли лаптӑкӗнче ачасем асран кайми куна А.Ф. Ахметов ячĕллĕ паркра ирттернĕ.

«Парус» спорт шкулӗнче ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетмелли лаптăк ĕçлет«Парус» спорт шкулӗнче ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетмелли лаптăк ĕçлет
«Парус» спорт шкулӗнче ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетмелли лаптăк ĕçлет

«Сывлӑх территорийӗ» Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулӗн ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетмелли лаптӑкӗнче ачасем асран кайми куна А.Ф. Ахметов ячĕллĕ паркра ирттернĕ. Вӑй-халпа, кулӑпа, сывӑ ӑмӑртусемпе тулнӑ ир хускануллӑ вӑйӑсенчен пуҫланнă, унта хутшӑнакансем пурте хӑйсен спорт ӑсталӑхне кӑтартнă. Вӗсем командӑсене пайланса футболпа волейболла вылянă. Туйӑмсем калӑпланнă, ӑмӑрту сывлӑшӗ вара пурне те пӗрлештернӗ!

Хастар вӑйӑсем хыҫҫӑн хаваслӑ та аталантаракан тавҫӑрулӑх заданийӗсем валли вӑхӑт ҫитнӗ. «Крокодилта» пирӗн ачасем калама ҫук фантази тата креативлӑх кӑтартнă, сӑмахсене сасӑсӑр ӑнлантарма тӑрӑшнă.
Реакци хӑвӑртлӑхӗпе вылямалли вӑйӑсемсӗр те иртмен. «Сӑрӑсенче» ачасем командӑсене мӗн тери хӑвӑрт хуравлама пултарнине тӗрӗсленӗ, «11-мĕш передачӑра» вара — пӗрмай хусканура, хаваслӑхра пулнӑ.
Кашни хутшӑнакан хӑйне кӑтартнӑ, кунӗпене ырӑ кӑмӑлпа авӑрланнӑ. Вӗсем сывлӑха ҫирӗплетнĕ кӑна мар, туслӑхпа пӗр-пӗрне пулӑшмалли атмосфера та туса хунă.
Тавах ҫак куна килсе ҫав тери ҫутӑ та асра юлмалла тунисене! Сире «Сывлӑх территорийӗн» ҫитес мероприятийӗсенче кӗтетпӗр!
#ТерриторияЗдоровья
#БижбулякСпортивный
#ЗдоровыйОбразЖизни
#Спорт
#СпортивнаяШколаПарус

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club125258211

 

 

«Парус» спорт шкулӗнче ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетмелли лаптăк ĕçлет
«Парус» спорт шкулӗнче ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетмелли лаптăк ĕçлет
«Парус» спорт шкулӗнче ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетмелли лаптăк ĕçлет
«Парус» спорт шкулӗнче ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетмелли лаптăк ĕçлет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас