

Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулĕн площадкинче пляж волейболӗпе 2010 ҫулта ҫуралнӑ тата кӗҫӗнрех ҫамрӑксемпе хӗрсен хушшинче уҫӑ первенство иртнӗ. Турнира Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкне халалланӑ.
Ӑмӑрту спорта юратакансене пӗрлештернӗ, туйӑмсен тинӗсне тата хаксӑр вӑйӑ опытне парнеленӗ. Хӑйӑрлӑ кортра кашни мечӗкшӗн чӑн-чӑн кӗрешӳ пуҫланса кайнă. Ачасем командăра ӗҫлеме пĕлнине, спорт хӗрӳлӗхне тата ҫӗнтерес кӑмӑла кӑтартнă.
Ҫӗнтерӳҫӗсене, призерсене тата турнира хутшӑннисене пурне те саламлатпӑр. Тунӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑмасса, малалла тренировка тума, ҫӗнӗ спорт тӑррисене парӑнтарма сунатпăр!
#СШПарус #Бижбуляк #ПляжныйВолейбол #СпортОбъединяет #ГодЕдинстваНародов
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулĕн социаллă сетьри страницинчен.