Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
26 Июлӗн 2019, 12:49

ПУШКĂРТСТАН РЕСПУБЛИКИНЧИ ПИШПŸЛЕК РАЙОНĔ МУНИЦИПАЛЛĂ РАЙОНĂН ТЕРРИТОРИ СУЙЛАВ КОМИССИН ПЕЛТЕРĔВĔ

Енчен те эсир 2019 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче пурăнакан вырăнта пулмасан е регистрациленĕ вырăнта пурăнмастăр пулсан, Эсир Пушкăртстан Республикин кирек хăш суйлав участокĕнче сасăлама пултаратăр.

Çакăн валли сирĕн пулнă вырăнта суйлавçăсен списокне кĕртесси çинчен заявлени памалла: 2019 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнчен сентябрĕн 4-мĕшĕччен — кирек хăш территори суйлав комиссинче, МФЦра, патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсен Пĕрлехи порталĕнче (https://www.gosuslugi.ru/); 2019 çулхи августăн 28-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 4-мĕшĕччен — кирек хăш участокри суйлав комиссинче; сентябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа тата 2019 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕччен вырăнти вăхăтпа 14 сехетрен кая мар тĕп регистраци вырăнĕнчи участокри суйлав комиссинче кăна.

Заявленине пĕр хутчен кăна пама юрать.

Пушкăртстан Республикинчи Пишпÿлек районĕ муниципаллă районăн территори комиссийĕ ĕç кунĕсенче 16 сехетрен пуçласа 20 сехетчен, канмалли тата уяв кунĕсенче 10 сехетрен 14 сехетчен ĕçлет.

Заявлени çырмалли информацине 8-800-347-54-54 е 8-34743 2-15-30 телефонсемпе илме пулать.
Читайте нас: