Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
30 Августӑн 2019, 14:39

Радий Хабиров суйлав умĕнхи дебатсене хутшăнать

Пушкăртстан Республикин пуçлахĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров социаллă сетьсенчи хăйĕн страницисенче дебатсене хутшăнма хатĕр пулнине пĕлтернĕ.

«Тĕрĕссипе каласан, мĕн тумаллине пĕлместĕп, çавăнпа кĕнеке илтĕм. Лайăх кĕнеке теççĕ. Хатĕрленетĕп», — тесе çырнă социаллă сетьри страницинче Радий Хабиров тата Ричард Бендлер авторăн «NLP. Искусство убеждать» кĕнекен сăн ÿкерчĕкне кăларнă.

Республика ертÿçи малтан дебатсене хутшăнма планламан.Анчах каярахпа хăйĕн шухăшне ылмаштарнă. Куллен çынсемпе калаçнин опычĕ тăрăх вăл ăна аудиторипе куçа куçăн пуплесе информаци илме тата ĕçлеме çăмăлрах пулнине пĕлтернĕ. Пуплекен çыннисем ялан ăна ырласа йышăнмасан та.

— Çакă дебатсене хутшăнакансемшĕн те, куракансемшĕн те усăллă пулать, çавăнпа дебатсене хутшăнатăп, — хушнă Радий Хабиров.

Аса илтеретпĕр, маларах республика Пуçлăхĕн постне йышăнма тăратнă темиçĕ кандидат Радий Хабирова дебатсене хутшăнма сĕннĕ.

Дебатсем сентябрĕн 5-мĕшĕнче 19.30 сехетре иртĕç. Ăна БСТ, «Россия-1», «Россия-24», «Вся Уфа», РБК ТВ, UTV телеканалсенче тата YouTubра, ВКонтакте, Facebook социаллă сетьсенче телеканалсене кăтартĕç.

Читайте нас: