Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав-2019
2 Сентябрӗн 2019, 14:15

Пушкăртстанра республика пуçлăхне суйлама валли бюллетеньсем пичетленĕ

Пушкăртстан пуçлăхне суйлама валли 3 054 003 штук суйлав бюллетенĕ пичетленĕ, çав шутра вырăсла — 2 450 200 штук, пушкăртла — 398 300 штук, тутарла — 205 503 штук.

Пушкăртла тата тутарла бюллетеньсем çинче вырăсла текст та лартнă. Суйлав бюллетенĕсене ĕçлесе хатĕрлемелли комплекссемпе усă курса сасăлама валли 354 850 бюллетень пичетленĕ. Бюллетеньсене «Белая река» издательство пичетленĕ.

Пушкăртстанăн Теп суйлав комиссин членĕсем тата журналистсем бюллетеньсем хатĕрлекен процеса курма пултарнă. Бланксене хатĕрлемелли мĕнпур тапхăрсенче çирĕп контроль пынă. Бюллетенĕн формине тата текстне, ытлашши тата пăснă бюллетеньсене тĕп тунине тĕрĕсленĕ. Иртнĕ эрнере пичет вĕçленнĕ, сентябрĕн 6-мĕшĕччен кая мар бюллетеньсене закон çирĕплетнĕ йĕркепе участокри суйлав комиссийĕсене парĕç. Участоксем илнĕ мĕнпур бюллетеньсен мал енче çÿлти сылтăм кĕтесĕнче участок комиссин икĕ членĕ алă пусмалла, ăна участокри суйлав комиссин пичечĕпе çирĕплетмелле.

Азат Гиззатуллин.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: