Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Сывлăх
5 Апрелӗн 2019, 14:41

Гаджет куç çивĕчлĕхне ан пĕтертĕр

Халĕ алла смартфон тытман çамрăк сайра — пур çĕрте те телефон ăшне путнă яш-хĕре асăрхама пулать. Пĕрмай телефона тинкерни куç çивĕчлĕхне пăсать. Гаджет куçа япăх витĕм кÿнине специалистсем çирĕплетнĕ. Суккăрланас мар тесен мĕн тумалла? Çак темиçе сĕнĕве асра тытăр.

Гаджетпа каякан транспортра /автобус, троллейбус, электричка тата ытти те/ усă курмалла мар. Çавăн пекех çутă япăх ÿкекен вырăнта алла телефон тытма сĕнмеççĕ.

Чи кирли — телефонпа куç хушшинче 30 сантиметртан сахалрах пулмалла мар. Тата çакна шута илĕр: телефонра «Пысăк» е «Питĕ пысăк» шрифт лартăр, куç сас паллисене лайăх куртăр. Телефон çутине те тĕрĕс суйламалла, ытлашши çутă пулни куç çивĕчлĕхне чакарать. Телефонра «авто çутă» лартма май пулсан — аван!

Гаджет экранне ятарлă пленка çыпăçтармалла. Ку куç çивĕчлĕхне упрать кăна мар, телефон чĕрмеленесрен, хураласран та сыхлать.

Çак ансат япалана та астăвăр: смартфонпа усă курнă чухне тĕрĕс апатланни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Паллă ĕнтĕ: куç çивĕчлĕхĕшĕн А витамин усăллă. Эппин, пулă, кишĕр, çăмарта, хура çырла ытларах çийĕр.

«20-20-20» хăнăхтару пирки пĕлмелле, ун пирки манмалла мар. Офтальмологсем кашни 20 минутран гаджета айккинелле хурса куçа 6 метрти /20 фут шутланать/ пĕр пăнчă çине 20 çеккунтлăха тĕллеме сĕнеççĕ. Ку вăхăт, тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, куçа кантарма çителĕклĕ.

Эсир гаджетра вулама юрататăр пулсан кун пирки тепĕр хутчен лайăхрах шухăшлăр: хальлĕхе кĕнекесем кăларма пăрахман-ха.

Юлашки сĕнÿ чи пĕлтерĕшли: смартфона требованисене пăхăнса телефон кăларакан шанчăклă производительтен кăна туянăр.
Читайте нас: