Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
20 Июнӗн 2019, 13:48

Пушкăртстан санаторийĕсем 2019

Пушкăртстан санаторийĕсем — çăтмах кĕтесĕ, унта канма кăмăл тунисем валли кăна мар, сывлăхне тĕреклетес текенсем валли те условисем чаплă!

Сиплев пылчăклă, минераллă шывсемлĕ, вĕри парсемлĕ тата çÿллĕ тусемлĕ Пушкăртстан санаторийĕсем çинчен Раççейре кăна мар, унăн тулашĕнче те пĕлеççĕ.

«УралТурГруп» компани Пушкăртстан санаторийĕсен официаллă представителĕ шутланать.

Пушкăртстан курорчĕсем сывлăхшăн усăллă вырăнсенче вырнаçнă. Уфара Нурлы минераллă шыв çăлкуçĕсем тапса тухаççĕ. Уфа районне хырăмлăх язвипе аптракан пациентсене килме сĕнеççĕ. Кумыс сиплевĕ чăн-чăн асамлăх тăвать! Кумыс иммунитета çĕклет, организмăн хÿтĕлев вăйне пысăклатать. Баймак районĕнче озон сывлăшĕллĕ вăрманпа хир зони, Мелеуз районĕнче Нугуш шыв усравĕ савăнтарĕ. Сăрт-ту туризмне кăмăллакансене Белорецк тата Абзелил районĕсем кĕтеççĕ.

Пушкăртстан санаторийĕсенче курорт инфраструктури лайăх аталаннă, чылай чире сиплеме пулать.

Сирĕн кăмăлăра каякан условиллĕ санатори суйлăр, эффективлă сипленĕр тата туллин канăр!
Читайте нас: