Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
29 Июлӗн 2019, 16:35

«ВАСКАВЛĂ ПУЛĂШУ» МАШИНИНЕ КĔТМЕЛЛИ ВĂХĂТ ÇИНЧЕН

«Васкавлă пулăшăва» килекен шăнкăравсем икĕ категорине пайланаççĕ — экстренлă тата васкавлă.

Республикăн Правительствинче Пушкăртстан пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров ирттерекен кашни эрнери оперативлă канашлура васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕç-хĕлне йĕркелессине сÿтсе явнă, çав шутра васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадине кĕтмелли вăхăта тата экстернлă оперативлă службăсемпе пĕрле ĕçленине. Çакăнпа çыхăннă районти лару-тăру çинчен Пишпÿлек район тĕп больницин васкавлă медицина пулăшăвĕн аслă фельдшерĕ Галина Терентьева каласа парать:

— «Васкавлă пулăшăвăн» ĕçĕ «Раççей Федерацинчи граждансен сывлăхне сыхламалли никĕссем çинчен» Законпа тата РФ Сывлăх сыхлав министерствин 388-н-мĕш Приказĕпе çирĕплетнĕ Васкавлă пулăшу памалли йĕркепе шайлашса тăрать. Çав документсем тăрăх «Васкавлă пулăшăва» килекен шăнкăравсем икĕ категорине пайланаççĕ — экстренлă тата васкавлă. Пĕрремĕшĕнче çыннăн пурнăçĕ хăрушлăхра тăрать, тепринче çыннăн сывлăхĕ хăрушлăхра пулни. Çакă пĕр япала мар.

Яллă вырăнта васкавлă пулăшу бригади 20 километртан çывăхрах вырнаçнă ялсене экстренлă пулăшу пама 20 минтуран ытлашши мар вăхăтра килсе çитмелле. 20 километртан инçерех вырнаçă ялсенчи чирлĕ çынсем васкавлă пулăшу бригадине çул шайне кура 20 — 40 минут кĕтеççĕ. Çулла, паллах, васкавлă пулăшу шепрех килсе çитеет, кĕркунне пылчăкра е хĕлле тăманра вăрахрах килет. 40—60 километр инçĕшре вырнаçнă ялсем валли чи вăрах кĕтмелли вăхăт 50 минут тата ытларах.

Васкавлă формăпа медицинăпа санитари пулăшăвне илме 1,5 сехет таранччен кĕтмелле. Тĕслĕхрен, васкавлă пулăшу ыйтса шăнкăрав килнĕ, хыçĕнченех экстренлă пулăшу кирли пирки шăнкăравланă — çыннăн пурнăçе хăрушлăхра — бригада, паллах, чи малтан çыннăн пурнăçне çăлма каять.

Васкавлă медицина пулăшăвĕ экстренлă оперативлă службăсемпе тачă çыхăнура ĕçлет. Вĕсен шутĕнче пушар сыхлавĕн службипе, чрезвычайлă лару-тăрура ĕçлекен службăпа, полиципе, газ сечĕн авариллĕ службипе.

Чирлĕ çын стационар телефонран «03», «Мегафон» оператор урлă «103» е йышăну канăçлăхне 8 (34743) 2-12-98 номерсемпе шăнкăравласан чĕнтерĕве шепрех йышăннине тимлетĕп. «112» номерпе шăнкăравласан шăнкăрав малтан Чĕнтерÿсене ĕçлесе хатĕрлемелли центра (Уфа хули) каять, унтан ăна тин пирĕн пата яраççĕ.

Ирина МИХАЙЛОВА çырса илнĕ.
Читайте нас: