Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров йышăннă тăрăх граждансен уйрăм ушкăнĕсене тата категорийĕсене бюджет шучĕпе социаллă пулăшу памалли мерăсене йĕркелессине улшăнусем кĕртнĕ. Çăмăллăхсем амбулаторипе поликлиника пулăшăвĕ панă чух тухтăрсен рецепчĕпе медицина изделийĕсемпе тата эмел препарачĕсемпе тивĕçтерессине тивеççĕ.
Чирсен категорисен шутне чĕрен ишеми чирĕ тата пуç мимин инфаркчĕ кĕнĕ. Унччен чĕрен ишеми чирĕпе чирлекен граждансене çеç ултă уйаха тару препарачĕсемпе тивĕçтернĕ.
«Башинформ» агентство маларах пĕлтернĕ тăрăх, çак тĕллевсем валли 185 млн. тенкĕ кирлĕ пулать.
Хальхи вăхăтра Пушкăртстанра çакăн пек диагнозпа 10,5 пин чирлĕ çын пурăнать. Çакăн пек пациентсене сиплеме çулталăкне 4 700 тенкĕрен пуçласа 33 000 пин тенкĕ кирлĕ.
Бюджет пулăшăвĕн вăхăтне ÿстерни граждансен хăш-пĕр категорийĕсене сиплев валли укçа-тенке перекетлеме, патшалăха чĕрепе пăрăх чирĕсене пула вилекенсен шутне чакарма май парать. Постановленине 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен пурнăçа кĕртме планланă.