Бронхитпа чирлесен е пыр ыратсан 200-400 грамм порошока лӗп шывра ирӗлтермелле (вăл хăйма евӗрлӗ пулмалла). Урана чиксе лартма хатӗрленӗ тазри шыва хушмалла. Çак шывра 7 минут ларсан урана таса, ăшă шывпа чӳхесе лайăх типӗтмелле те нуски тăхăнса утиялпа витӗнсе выртмалла. Çакăн пек ваннăйсем радикулитран, невритран тата хытă шăнса килсен (температура çук пулсан) те пулăшаççӗ.