Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
13 Сентябрӗн 2019, 00:46

Кăмпа сиенлĕхĕ

Кăмпа сиенлĕхĕ — çимеллипе наркăмăшлисене пăтраштарнинче тата çимеллисене тĕрĕс мар хатĕрленинче.Наркăмăшлă кăмпасем сахалтарах, вĕлерекен наркăмăшлă кăмпа пĕрре — сарă тĕслĕ тислĕк кăмпи. Вăл ăшчике лексен, тепĕр вунă-вуникĕ сехетренех хырăм ыратма тытăнать, варвитти пуçпанать, пуç ыратать, кĕлеткене сивĕ тар çапать. Этемĕн температура вăтăрултă-вăтăрпилĕк градуса çити чакма пултарать, ал-ура сивĕнет.

Çуркуннехи кăтра кăмпара сулана сиенлекен гельвелл кислоти пур. Çавăнпа та кун йышши кăмпана тăрăшса хатĕрлемелле.

Япăх пĕçернĕ кăмпа лексен, тепĕр пилĕк-ултă сехетрен хырăм ыратма тытăнать, хăсăк килет, пуç ыратать. Варвитти сайра чух кăна тапранать.

Тепĕр чухне, кун иртсен, сарамак чирĕ те пуçланма пултарать.

Кăмпа сиен ан кÿтĕр тесен, яланах çамрăккисене татма тăрăшмалла.

Хатĕрленĕ кăмпана цинклă савăт-сапара ан тытăр — ку сиенлĕ.

Кăмпа çисе чирленĕ çынна вăраха ямасăр врач патне илсе çитермелле.

Врач пыричченхи пĕрремĕш пулăшу — вырăн çине вырттарса, ăшчикри кăмпана тасатса кăларма пулăшасси.

Хырăмпа урасем çине грелка хумалла, ăша ĕçме тăварланă сивĕ шыв (стакан шыва чей кашăкĕ тăвар) памалла.

Чей, кофе, пыл, сĕт пама та юрать.

Эрех ĕçме вуçех юрамасть — ку вара наркăмăша ăшчикре лайăхрах саланма çеç пулăшать.
Читайте нас: