Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
13 Сентябрӗн 2019, 17:05

Сырлан çырли сĕткенĕ

Сырлан /облепиха/ çырли татма та вăхăт çитрĕ. Унран хĕл валли паха, сиплĕ сĕткен хатĕрлеме сĕнетпĕр.

Чи усăлли - çăра сĕткенĕ. Унра каротинпа клетчатка нумай. Вăл юна лайăхлатать, унри эритроцитсен шутне, гемоглобин шайне ÿстерет, вар-хырăм çулĕсен моторикине вăйлатать.


Сĕткен иммунитета çирĕплетекен, шыççа хирĕçле витĕмпе палăрса тăрать, япаласен ылмашăнăвне хăвăртлатать.


Ăна чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен, атеросклерозран хÿтĕленме, сипленме ĕçеççĕ. Коронари юн тымарĕсем сиенленнĕ çынсен сывлăхĕ пĕтĕмĕшле лайăхланать, стенокарди приступĕ иртет, вĕтĕ юн тымарĕсем пĕрĕнесси, пуç çаврăнасси чакать, юн пусăмĕ йĕркене кĕрет, юнри холестерин виçи сахалланать.


Сĕткен хатĕрлеме çунă 2 килограмм çырлана кастрюльпе вăйсăр çулăм çине лартмалла, çемçелсен вĕриллех пăчăртаса сĕткенне юхтармалла, 1:1 шайлашупа сахăр хушмалла та вĕреме кĕртмелле. Унтан тÿрех стерилизациленĕ банкăсене ярса çăтă хупмалла. Сивĕтмĕшре упрамалла.


Кишĕр-сырлан сĕткенĕн рецепчĕ çакăн пек. 0,5 литр сырлан сĕткенне 1 литр кишĕр сĕткенĕпе тата 0,5 литр сахăр сиропĕпе /1 стакан шыва - 1 стакан сахăр/ хутăштармалла. Вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илсе банкăсене ямалла, çăтă хупмалла. Сивĕтмĕшре упрамалла.


Витамин шĕвекĕ валли 1 литр сырлан сĕткенне 1 литр пан улми сĕткенĕпе тата 7 апат кашăкĕ сахăрпа хутăштармалла. Пан улми сĕткенĕ хырăмлăхăн лăймака сийĕ вĕчĕрхенесрен хÿтĕлет.


Чĕрĕ сырлан сĕткенне пылпа пĕтнĕк хушса ĕçме юрать. 3 апат кашăкĕ сĕткене 3 апат кашăкĕ пыл ирĕлтернĕ 1 стакан вĕресе сивĕннĕ шыва ямалла, çур стакан пĕтнĕк е мелисса шĕвекĕ /тин вĕренĕ çур стакан шыва - çур апат кашăкĕ курăк çулçи, сивĕнсен сăрăхтармалла/ хушмалла.


Шăк çулĕсен чул чирĕ чухне. Çак хутăша кунне 1 стакан пĕрешкел виçесене пайласа ĕçмелле. Хатĕррине сивĕтмĕшре 3 кун упрама юрать.


Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аптратсан. Сырланăн чĕрĕ сĕткенне кунне çур стакан пĕр пек виçесене пайласа ĕçмелле. Ку юн тымарĕсен стенкисенче холестерин тăхисем пухăнасран хÿтĕлет.


Асăрханăр! Сырлан сĕткенĕ хырăмлăх, ват хăмпи, хырăм ай парĕ, пĕвер шыçсан, ват хăмпин чул чирĕ, хырăмлăх сĕткенĕ пысăкккипе палăракан гастрит аптратсан юрамасть.
Читайте нас: