Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
17 Сентябрӗн 2019, 17:24

Пушкăртстанра грипп çук, анчах сывлав çулĕсен чирĕсемпе чирлесси ÿсет

Хальхи вăхăтра Пушкăртстанра сезона пула сывлав çулĕсен чирĕсемпе чирлесси кинет ÿссе кайнă. Хальлĕхе гриппа чирлекенсем çук, чирлессин шайĕ эпидеми чиккинчен сахалрах юлать, пĕлтереççĕ республикăри Роспотребнадзорта.

Регионра гриппа хирĕç прививка кампанийĕ сентябрь пуçламăшĕнчех тытăннă. Сентябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне 342 пин ытла çынна (республикăри халăхăн 8,4%) прививка тунă, 18 пине яхăн ача прививка илнĕ. Грипа хирĕç вакцинăсем ку чухнехи эпидеми сезонĕнче ыттисенчен вăйлăрах вирус штаммĕнчен хÿтĕлеççĕ.

Çитес эпидеми сезонĕнче Пушкăртстанра 1,8 млн. çынна грипа хирĕç прививка тума планлаççĕ: 418 пин ачана тата 1,4 млн. çитĕннĕ çынна.

Ытларах чухне грипп эпидемийĕ январь-мартра пуçланать, тухтăрсем декабрь вĕçлениччен прививка тутарма сĕнеççĕ.

«Башинформ» материалĕсем тăрăх Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: