Фельдшерпа пĕрле пĕр вăхăтрах тенĕ пек аслă категори акушерĕ Людмила Семеновна Романова ĕçлеме пуçланă. Вăл ял хĕрарăмĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшать, çие юлнисене тата тин çуралнă ачасене сăнаса тăрать.
— Эпир тивĕçтерекен ялсенче 800 яхăн çынна пăхса тăратпăр. Ытларах чухне кунта çулланнă çынсем çÿреççĕ. Сахăр диабечĕпе, чĕрепе юнтымар системин, ытти шала кайнă чирсемпе килеççĕ. Эпир профилактика прививкисем тăватпăр. Нумай пулмасть грипа хирĕç вакцинаци ирттертĕмĕр, — каласа парать Татьяна Георгиевна.
Çанталака тата инçĕшне пăхмасăр, медицина ĕçченĕсем пулăшма васкаççĕ.
Кăçал районти тĕп больница юсав ĕçĕсем пурнăçлама пулăшнă, ытти вак-тĕвек юсав ĕçĕсене хăйсемех пурнăçланă. ФАП стенисене амăшĕпе ачине ÿкернĕ картинăсем илем кÿреççĕ. Çакна Людмила Романова хăй капăрлатнă. Пăслăк çыннисем ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекенсем пирки лайăххине кăна калаççĕ.