Ученăйсемпе врачсен шучĕпе ВИЧ çĕр çине 60 çула яхăн каярах килнĕ. Çак вăхăт тăршшĕнче вăл 25 млн ытла çын пурнăçне татнă. Паянхи кунччен ВИЧ инфекцинчен сиплекен тару та, вакцина та çук.
Чирпе чирлеме пултарассинчен хăтăлас тесен ВИЧ тесчĕ иртмелле. Тест валли юна пурăнакан вырăнти поликлиникăра е çак адреспа пама юрать: Уфа хули, Кустарная урамĕ, 18. ВИЧ тĕрĕслетерессине анонимлă, тÿлевсĕр ирттереççĕ, сирĕн нимĕнле документ та кăтартмалла мар. Сире номер параççĕ, унпа килĕшÿллĕн эсир результатне пĕлме пултаратăр. Результат çинчен телефонпа каламаççĕ, справка памаççĕ, тĕпчев иртнĕ çынна хăйне куçа-куçăн кăна пĕлтереççĕ.
ВИЧ алă парсан, ытаклансан, ÿсĕрсен, пурте усă куракан бассейнра, савăт-сапа тата тум-тир урлă ермест.
Хÿтĕленмелли меслетсен шутне наркотиксем йышăнманни, пирсинг тата татуаж тунă чух стериллĕ инструментсемпе усă курни, йĕркесĕр ар çыхăнăвне кĕменни кĕрет. Кашни çыннăн шăпи хăйĕн аллинче — тĕрĕс суйлав тăвăр, хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен сывлăхне суйласа илĕр.
Пишÿлекри тĕп район больницинчи врач-эпидемиолога пулăшаканĕ.