Грипăн пӗрремӗш симптомӗсем: ӳт температури тăрук ӳссе каять (38-39 е тата ытларах градус), шăнтать, пуç, çан-çурăм тата куç ыратать. Унтан ӳслӗк, сунас пуçланать. Пӗрремӗш кунсем чи хăрушшисем, çак вăхăтра вăйлă интоксикаци палăрать, шăпах çав кунсенче вируса хирӗç препаратсем ӗçмелле. Ан манăр, чире ура çинче ирттермелле мар, шала кайма пултарать.
Грипран çапла сыхланмалла: чирлекенсемпе хутшăнмалла мар, алла час-часах супăньпе çумалла. Урама ăшăрах тăхăнса тухмалла, шăнмалла мар, нумай çын пухăнакан вырăнсенче маска тăхăнмасăр çӳремелле мар, сывă пурнăç йӗркине тытса пымалла. С витамин нумай пахча çимӗç, улма-çырла (пылак пăрăç, хура хурлăхан, шăлан çырли, шиповник, купăста, хура пилеш, киви, апельсин, лимон, грейпфрут, сухан, ыхра) çисе иммунитета çирӗплетмелле.