Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Сывлăх
29 Ноябрӗн 2019, 22:46

Эрех-сăра лайăххи патне илсе çитермест

Алкоголизм — социаллă чир, вăл обществăра пулса иртекен пысăк улшăнусемпе те çыхăннă. Чылайăшĕ пурнăçне эрехпе çăмăллатма тăрăшать. Тепĕр сăлтав — çын йывăр ыйтусене хăй татса пама пĕлменни, йывăрлăхсенчен тарни, çăмăл пурнăç шырани. Кун пек çынсем кăмăл-туйăмне эрехпе лайăхлатма тăрăшаççĕ. Виççĕмĕш сăлтавĕ — çитĕннисен тĕслĕхĕ. Хăна пуçтарса час-часах кĕрекере ларма юратакан ашшĕ-амăшĕ «эрех нихăçан та ан ĕçĕр» тени ачисен хăлхине кĕмест, мĕншĕн тесен вĕсем урăхла тĕслĕх курмаççĕ, чылайăшĕ ашшĕ-амăшĕн çулнех суйласа илет.

Алкоголизм кирек мĕнле спиртлă шĕвек ĕçсен те пуçланать. Сăрара та этил спирчĕ пур. Чи анлă сарăлнă сортсен градусĕ 4-5 процентпа танлашать. Апла тăк, 100 грамм сăрара — вăтамран 4 грамм таса спирт, пĕр кĕленчере — 20 грамм. 1 литр сăрана 100 грамм шурă эрехпе танлаштарма пулать. «Кăшт кăна сăра ĕçме» хăнăхни сисмесĕрех алкоголизм чирĕ патне илсе çитерет.


Сăрапа иртĕхни шалти органсене чирлеттерет. Куллен сăра ĕçекен çыннăн чĕри пысăкланать, мышцисем çÿхелеççĕ. Çавна май миокард инфаркчĕн хăрушлăхĕ ÿсет. Тухтăрсем çакăн пек чĕрене «сăра» чĕри теççĕ. Сăра вĕретнĕ чухне кăпăк стабилизаторĕ вырăнне кобальтпа усă кураççĕ. Вăл та чĕре ĕçне пăсать. Пĕвер аманать, малашне цирроза куçма пултарать. Сăра шăк çулĕсемшĕн те сиенлĕ — усал шыçă чирĕсем пуçланас хăрушлăх питĕ пысăк.

Эрех вырăнне усă куракан хутăшсен шутне одеколон, кантăк тасатмалли шĕвексем, сиенлĕ спиртсем кĕреççĕ. Вĕсемпе халăх хуçалăхĕнче, килте анлăн усă кураççĕ, çавăнпа та яланах алă айĕнче. Эрех чирĕпе аптăракансем мухмăр вăхăтĕнче çак шĕвексене ĕçме пуçлаççĕ. Одеколон, «фанфурик» ĕçсен çын хăвăрт ÿсĕрĕлет, анчах часах урăлаймасть, хăйне «ухмах» çын пек тытать.
Çак шĕвексем чи малтан пуç мимине амантаççĕ. Вĕсем çын кăмăлне самантлăха çеç хăпартаççĕ, хыççăнах урăхла асапсем тытăнаççĕ, пуç, вар-хырăм ыратать, вăй çукки канăç памасть. Çакăн пек самантра çыннăн хăй çине алă хурас шухăш та çуралать. Çак шĕвексене пĕрмай ĕçекенсен хырăмлăхĕ, пĕверĕ, пÿри, чĕри аманаççĕ. Нумайăшĕн куçĕсем курма, хăлхисем илтме пăрахаççĕ, çитменнине тата куçа темтепĕр курăнма тытăнать. Чылайăшĕ вара пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать.
Алкоголь чирĕнчен сипленсе хăтăлма пулать-и? Паллах! Йăлтах çынран хăйĕнчен килет. Асăннă чир тыткăнĕнчен хăтăлмалли чи тĕрĕс те пĕлтерĕшлĕ çул вăл — эрех-сăра таврашне пачах ĕçме пăрахасси, урă пурнăçпа пурăнма вĕренесси. Анчах çакă çăмăл ĕç мар. Специалистсемпе вăхăтра канашлани, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе сипленни чылай инкекрен сыхланма пулăшĕ.
Хăйĕн пурнăçĕшĕн кашни çын хăй яваплă. Сывлăх — питĕ пысăк пуянлăх, тулли телейлĕ пурнăç никĕсĕ. Хăйне хăй упрама пĕлсен çын 100 çулччен е ытларах та пурăнма пултарать. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине нимĕн те çитмест. Аслисен вара ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла!
Читайте нас: