Юлашки çулсенче пирĕн çĕршывра, çав шутра республикăра та, лару-тăру кăштах ырă енне улшăнни сисĕнет. Çапах та пуçласа, интересшĕн алла сигарет тытса пăхакансем чылаййăн. Вĕсем каярахпа чăн-чăн табак туртакан пулса тăнине сиссе те юлаймаççĕ. Ахальтен мар никотин вăйлă наркотик шутланать, часах хăйĕн чури туса хурать. Табак 25 тĕрлĕ чире пуçарма май парать.