1. Чи паха чĕртавар кăна илмелле. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ. Курăксем таса, çÿпĕсĕр, лайăх типĕтнĕскерсем /кăмăскасăр, çĕрнĕ пайсемсĕр, тĕксĕм пăнчăсемсĕр/, чĕрри евĕрлĕ, анчах вăйсăртарах шăршăллă /утă шăршиллĕ мар/ пулмалла.
2. Спиртпа эрех пахалăхли кирлĕ. Иккĕленетĕр пулсан алкоголе тасатмалла: çур литр эрехе вĕтетнĕ 20 тÿме активлă кăмрăк ямалла, кĕленчене пăкăламалла та силлесе ирĕлтермелле, пĕр талăк лартмалла. Лайăх сăрăхтармалла, çăтă хупăнакан савăта ямалла.
3. Наркăмăшлă ÿсетăрана настойка пулса çитиччен 1-1,5 уйăх лартмалла. Рецептра кăтартнă виçене çирĕп пăхăнса сипленмелле.
4. Таса настойкăпа тулаш сиплевре кăна усă кураççĕ. Ĕçме 10-20 тумлама /пĕр хут вăтам виçе/, урăхла палăртман пулсан, вĕренĕ сивĕ шывпа хутăштарса ĕçмелле.
5. Настойка — питĕ витĕмлĕ, хăвăрт пулăшакан шĕвек. Виçерен ытлашши ĕçсен нерв тытăмĕ хавшама, чĕре аптратма, ыйхă вĕçме пултарать.
6. Настойкăна сулхăнра вăтамран икĕ-виçĕ çул упрама юрать.
7. Йăлана кĕнĕ рецепт: кĕленче банкăна иккĕ-виççĕмĕш пайĕ чухлĕ типĕ курăк тултармалла, анинченех шурă эрех е спирт ямалла, тĕттĕмре, пÿлĕм температуринче, 3-14 кун лартмалла. Кашни икĕ-виçĕ кунра силлесе илмелле е пăтратмалла. Хатĕр настойкăна сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла.
Календула настойки. Сурана ÿт илме, шыçнине, ыратнине ирттерме, кăмпаран сипленме пулăшать.
1 апат кашăкĕ типĕ чечеке е 2 апат кашăкĕ чĕрĕ чечеке çур литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 10 кун лартмалла. Сиплев курсĕ — чир йывăрăшне кура, сывлăх лайăхланиччен.
Армути /полынь горькая/ настойки. Ÿте çапăнтарса ыраттарсан, кăвакартсан усă кураççĕ.
4 апат кашăкĕ типĕ курăка çур литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕмре, пÿлĕм температуринче 5 кун лартмалла. Настойкăпа сиенленнĕ ÿт çине компресс е примочка хумалла.
Хĕрлĕхен курăкĕн /кипрей, иван-чай/ настойки. Çăвар шыçсан /стоматит/ ырă витĕм кÿрет.
1 апат кашăкĕ типĕ çулçа çур литр шурă эрехе ямалла, 10 кун лартмалла. Усă курас умĕн 1 пай настойкăна вĕренĕ 5 пай шывпа хутăштармалла. Шĕвекпе çăвара кунне темиçе хут чÿхемелле.
Кедр мăйăрĕн настойки. Вăл иммунитета лайăхлатать.
Лайăх çунă 1 килограмм мăйăра хуппипех тата 1 килограмм сахăра 1 литр шурă эрехе ямалла. 3 кун лартмалла, ирсерен тата каçсерен силлесе илмелле, сăрăхтармалла. Усă курнă мăйăра каллех 1 килограмм сахăрпа пĕрле1 литр шурă эрехе ямалла, 3 кунран сăрăхтармалла. Мăйăра тата тепĕр хут çавăн пекех сахăрпа пĕрле 1 литр шурă эрехе ярса 3 кун лартнă хыççăн сăрăхтармалла. Халĕ настойкăсене виççĕшне те хутăштармалла, кĕленче савăтсене тултармалла. Чее бальзам пек хушса /1-ер апат кашăкĕ таран/ ĕçмелле.