Чирĕн çак паллисем шăнса пăсăлсан та пулаççĕ, апла пулин те тухтăрпа канашласа тĕрĕссине пĕлмеллех. Пневмони грипп тата вируслă инфекци анлă сарăлнă вăхăтра аталанать. Пĕр çынран теприне вăл сывлăш тăрăх ерет. Çавăнпа та халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче сахалрах пулма тăрăшмалла. Сивĕсем пуçланиччен гриппран прививка туни те аван, теççĕ тухтăрсем.