Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
16 Декабрӗн 2019, 15:35

Пушкăртстанра пурăнакансенчен çурри грипа хирĕç привика тунă

Пушкăртстанра сезонлă вирус инфекцийĕсемпе чирлессин шучĕ ÿсет, гриппа чирленине тупса палăртман.

Регионти Роспотребнадзорта пĕлтернĕ тăрăх, чирлессин шайĕ эпидеми чиккинчен пĕчĕкрех.
Республикăра грипа хирĕç прививка тăвас кампани малалла пырать. Декабрĕн 13-мĕшĕ тĕлне грипа хирĕç халăхăн 46,6% прививка тунă: 1 888 616 çын, вĕсенчен 1741,9 пин çын — çитĕннисем, 372 пин — ачасем.
«Грипа хирĕç вакцинăсем çак сезонта актуаллă вирус штаммĕсенчен сыхлаççĕ», — палăртнă ведомствăра.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: