Республикăра хĕрлĕ шатра чирĕпе 20 çулхи каччă чирленĕ. Регионта çак чирпе чирленине тупса палартнă 13 пулăмра тăваттăшĕ — ачасем.
20 çулхи пациент çак чирпе чирлени уйăх ытла каярах паллă пулнă — октябрьте е ноябрьте. Апла пулин те, медиксем çак чирпе чирлесси кемсе пынине палăртаççĕ. Пĕлтĕр 100 пин çын пуçне 0,8 случай тупса палăртна, кăçал — 0,32 случай.